Ах, ӳсет вăрман, ҫӑп-ҫӑра вăрман,
Тӗрлӗ йывӑҫӗ ҫитӗнет унта.
Пире юнашар пултарчĕ шӑпа,
Шурӑ хурӑнӑм эсӗ ман.
Ҫил-тӑвӑлсенче манӑн туратсем,
Ыраттарнӑ сана перĕнсе.
Шеллеме пӗлмен, юратма маннӑ
Ҫӑка-пилешсем енне туртӑнса.
Тем пек чӗнсен те кӳршĕри юман,
Тымарсем яман ман патран.
Хунаву ӳссе илӗ кӗҫ хӳтте,
Шурӑ хурӑнӑм эсӗ ман.
Кӗскелет кунҫул, иртеет ӗмӗр,
Тӗрлӗ ҫынпала тӗлпулан унта.
Эсӗ ҫеҫ хакли, эсӗ ҫеҫ пӗрре -
Шурӑ хурӑнӑм эсӗ ман.
Каҫарсам мана, хӗрхенсем мана,
Шурӑ хурӑнӑм эсӗ ман.
Ял-йыш илемӗ, ҫемье тӗрекӗ,
Савнӑ мӑшӑрӑм эсӗ ман.