Эс чӗнменни: ,, Ан юраттӑр", -тени,
Эс чӗнменни: ,, Юратмастӑп", - тени.
Эп чӗнменни: ,, Юрататӑп", - тени,
Эп чӗнменни - чӗрӗллех эп ҫунни.
Манӑн чӗмсӗр асап - хӗвеле хӗретет,
Курӑнман куҫҫульпе тулать океан.
Телейшӗн кунта - чи вӑрӑм черет,
Шеллемесӗр мана хӑваларӑн унтан.
Унсӑр та пурӑнма пулнине эп пӗлеп,
Тен, сана та ун пек самана, ак, тӳр килӗ.
Тур ан хуштӑр чӗрери ҫав хӗле,
Тур ан хуштӑр пулма чӗр виле.
Маншӑн эс ан кулян - эпӗ чӑтӑп та тӳсӗп:
Чечексем тиркемеҫҫӗ мана.
Эсӗ пулӑн ҫавах ӗмӗтри манӑн тусӑм,
Темĕнле сивӗре те - эпӗ савӑп санах.