Пирвайхи юрату - пурнӑҫри пĕрремĕш ҫуркунне: чи ӑшши, ҫепӗҫҫи, ачашши, ӗмӗрлӗхе тӑсӑлакан техӗмлӗ ҫӗмӗрт- сирень шӑршӑлли, хӑлхара яланлӑхах юлнă юратӑва мухтаса юрлакан шӑпчӑк сассилли, пирӗншӗн кӑна карӑннӑ кӑн- кӑвак тӳпепе сап- сар хӗвелли, эпир утнӑ сип- симӗс курӑкли, пирӗн ӑшӑ каҫсемпе ҫап- ҫутӑ, ҫывӑхрах курăнакан, савнине пуҫтарса пама шантарнӑ ҫӑлтӑрсемли, пире ялан сыхлакан, ырӑ- ырӑ ҫутине сапалакан ҫут уйӑхли, ӑшӑ ҫумӑрлӑ манӑҫми ҫуркунне.
Эс юратакан хӗрача та - тӗнчере чи хитри, ҫепӗҫҫи те ырри. Куҫа курӑнман ҫулӑмпа вӑл ҫунать, ҫав хӗрӳлӗх сана та вутлантарать, илемлетет, чунпа чӗрене яриех уҫса халиччен нихӑҫан та каламан юратун сӑмаххисене калаттарать, чунпа кӗлеткесене ҫывхартать, юратакан чӗресен кӗвӗллӗ таппипе икӗ ҫыншӑн кӑна пиҫекен телей ҫырлине тутантарать.
Асамлă юрату тӗнчи - унтан хитри пулма пултараймасть: ӗмӗт- шухӑшӑн ҫӑтмахӗ, ҫамрӑклӑхӑн шап- шурӑ урхамахӗ, чуна витен купăс сасси, яш- кӗрӗмӗн юрри- ташши, савни кулни те куҫ хӗсни - чӗре савӑнӑҫпа тулни.
Тавтапуçах ҫав ыр хӗре - чӑваш хӗрне, Айкӑш акӑшне, тӳпе парнине, ҫӑлтӑр куҫлине, хӗвел питлине, Юрату ятлине. Сан пеккине эп урӑх тӗл пулмарӑм. Эсӗ - халӗ те маншӑн чи хитри те чи ырӑ чунли, ҫак ҫӗр ҫинче - чи юратнӑ ҫын.
Турӑ та тӳпе хӗрхенччӗрех сана, ҫӑлтӑрӗ-хӗвелӗ саншӑн телейне ытлӑ- ҫитлӗ сапчӗр, тулли уйӑх кунран-кунах ӗмӗтӳ патне илсе пытӑр сана, манӑн ытарайми пирвайхи юратӑвӑм.
Шел пулин те, пирӗн юрату ӗмӗт тĕнчинчен тухаймарӗ. Хаяр пурнӑҫ унăн алăкне тимĕр сӑнчӑрпа питӗрсе хучӗ. Вӑй ҫитереймерӗмӗр эпир ӑна уҫма - тем пек тӑрӑшсан та, чун- чӗресене тем пек ыраттарсан та. Каҫар ӗнтӗ эс мана, хаклӑ ҫыннӑм. Халь пӗлетӗп телей хакне те ятне. Шел, вӑхӑт урапи каялла ҫаврӑнмасть, пурнӑҫ иккӗ килмест. Пирвайхи юратӑвӑн ҫут сӑнарӗ кӑна, пурнӑҫӑн темӗнле те килекен саманчӗсенче те, ыррӑн та ӑшшӑн, ман чуна ҫутатать. Асаилӳсен сӑваплӑ вучӗ, вӑрҫӑра вилнĕ салтаксене асăнса яланах ҫунакан ҫулӑм пек, нихӑҫан та вилмен юрату тӗнчере пуррине ҫирӗплетсе, ман чӗрере кунран кун сӳнмесӗр ҫунать. Ун ҫутинче эпир халӗ те ҫап- ҫамрӑк та хитре, хавас та савӑнӑҫлӑ, пирӗн юрату та телейлӗ...