Лайӑххисем каяҫҫӗ иртерех-
Ыр ҫын кунҫулӗ кӗскерех-шим?
Кам тапаланнӑ ҫӳлерех,
Ӑна Икарӑн шӑпиех кӗтет- шим?
Лайӑххисем каяҫҫӗ иртерех-
Кайран урам, юмах пулса килмешкӗн.
Ҫӗр хурчӗсем ҫӳреҫҫӗ ҫӗрпелех,
Пӗрне пӗри пӳлеҫҫӗ тем ҫитменшӗн.
Лайӑххисем каяҫҫӗ иртерех-
Туприйӗ те вĕсен - чунра кӑна-тӑр.
Ҫеҫке нумай-и ешерет-
Сӗткен паран вулли ан хӑртӑр.