Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

ЧĂВАШСЕМ - ҪВЕТТУЙСЕМ

Ирина Лампасовӑна -
чăваш халăхĕн Телейпине

Тур пани санра пур ,
Ҫынсемпе тӑванлашрӑн.
Эс чӑнах та маттур -
Ӗҫӳсем темӗн анлӑш.

Чӗрӳри чӗр сăмах -
Пӗтӗм халăх валли.
Вăл чӑнах та ахах
Чун ҫине ҫакмалли.

Чӑвашсем пуян мар -
Чунĕсем ялкӑшаҫҫӗ.
Тӳпере пирӗн тымар -
Унта - турӑсем пурӑнаҫҫӗ.

Чӑвашсем - ҫветтуйсем ,
Ҫавӑнпа тӗнчене упраятпӑр.
Шӑлна ҫырт та - чӑтсам:
Ангелсен ӑрӑвне сăмахпа ҫурататпӑр.