Найти тему
Тӳпе Юркки

ЭСӖ ПУЛМӐН МАНПА

Эсӗ пулмӑн манпа. Пурнӑҫ кайӗ иртсе.
Пӗлеймесӗр юлан ман ҫут туйӑма.
Ҫулсем иртнӗҫем асилӳ те ҫинҫе,
Манса кайиччен эп хӑям-и хӑйма?

Маншӑн халь пурпӗрех - савманни хӑратмасть.
Эп санран нимӗскер те кӗтместӗп.
Туйӑма пытармас - ун пек юрамасть,
Кайран ӳкӗнсе: "Ма хӑйман-ши эп?"- тейӗп.

Тӗнчен Чӑн Илемӗ - эсӗ, тусӑм, эппин
Маншӑн эсӗ яланлӑх пулайӑн.
Тен, саваттӑн мана? Тӗлпулнӑшӑн тин
Пӳрмен ман савни, ан тусамччӗ эс айӑп.

Эсӗ тупӑн татах. Пурнӑҫ кайӗ иртсе.
Пӗлеймесӗр юлаттӑн ман ҫут туйӑма.
Саншӑн ку пурпӗрех. Анчах эсӗ илсем,
Сӳнмен ҫӑлтӑр пек ман ҫут туйӑма...