Эс ытла та хитре -
Юратаймӑн мана.
Ман каяс пуль хире
Чечексем пуҫтарма.
Ах , вĕсем те хитре -
Тиркемеҫҫӗ тата.
Хӗвел пек сан питре
Ман асапӑм пайтах.
Чечекпе пурнас ҫук-
Сансӑр та пурпӗрех.
Чӗрери вӗри вут
Кунран кун хӗрӳрех.
Эс ытла та хитре-
Пулас ҫук манпала.
Ак тухам та ирех
Юн чечекӗ пулам...