Найти тему
Тӳпе Юркки

ПАЯНХИ ЮРӐ

Ҫав тери ҫынсен укҫа нумай -
Манӑн кӑна пӗр пус та ҫуккӑ.
Мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ манӑн халь,
Укçине тума пӗлмес пулсан?

Ҫав тери телейлӗ хăшĕсем -
Ман пекех пулсассăн та хăйсем.
Мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ манӑн халь,
Телейлӗ пулма пӗлмес пулсан?

Ҫав тери асаплă теприсем -
Ҫавӑнпа телейлӗ ыттисем.
Мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ манӑн халь,
Ӑраскал ҫапла килчӗ пулсан?

Хушса юрламалли:
Ах, укҫа, ах, телей, ах, шӑпа -
Мӗншӗн пурин те вӑл пӗр мар-ши?
Ӗмӗтсем, шухăшсем те ӗҫсем,
Мӗншӗн сирĕн ҫимӗҫ тӗрлӗ-ши?