Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

МОНУМЕНТ

Кĕркунне. Ҫанталӑк янкăр тӑрӑ.
Шӑнса мар ӳт-пӗвӗм чӗтренет.
Монумент. Мӗн чухлӗ эпӗ тӑнӑ.
Хам пӗлместӗп. Кам ӑна пӗлет?

Шухӑшра хама эпӗ куратăп
Донбассра е Афганистанра.
Ҫут тӗнче пуриншӗн те паха та -
Эпӗ чӗрӗ. Вӑл, ав, тӑпрара...

Кĕркунне. Ҫанталӑк янкăр тӑрӑ.
Пыр капланчӗ. Витĕр ҫӳҫенеп.
Монумент. Пуҫа усса ҫеҫ тӑнӑ -
Хам чӗрришӗн айӑплӑ вӗт эп...