Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене

История болгар на чувашском языке

истори ПĂЛХАРСЕМ ÇИНЧЕН КАЛАНИ (Малалли. Пуçл. 8 №). Çакăн пек пулса тухнине чăвашпа тутар историкӗсем сиснӗ те хăйсене чапа кăларас тесе пăлхар халăхӗ çинчен лайăх тӗпчемесӗрех суя çырма пуçланă. Халӗ вара çав суя çырнине тӗрӗс тесе хальхи халăха ӗнентерме тăрăшаççӗ, çамрăксене вӗрентсе тăн параççӗ. Пăлхар халăхӗ çинчен тарăн шухăшпа кӗскен калани çапла пулчӗ. Малалла çырнă май пăлхар халăхӗ ăçтан куçса килнине, мӗншӗн пăлхар тенине, мӗнле пурăннине, мӗншӗн тата мӗнле майлă Аллаха пуççапма пуçлани çинчен çырса ăнлантарса парасшăн. Ӗлӗкхи пурнăçа лайăхрах ăнланмалла пултăр тесессӗн пирӗн тахçанах пулса иртнӗ вăхăталла таврăнмалла. Ун чухне Христос та çуралман пулнă-ха. Виçӗ пин çул каялла çурçӗр енче Скандза çурутрав çинче пурăнакан халăхсем кăнтăр тата кăнтăр-хӗвелтухăç еннелле йышлăн куçма пуçланă. Çавăн пек пулнине авал (100- 170 ç.ç.) пурăннă Рим историкӗ Клавдий Птолемей çырса пӗлтернӗ. Ун хыççăн гот халăхӗн историкӗ Иордан (500-550 ç.ç.) çавăн пек пулнă тесе хăйӗн паллă «О происх

истори

ПĂЛХАРСЕМ ÇИНЧЕН КАЛАНИ

(Малалли. Пуçл. 8 №).

Çакăн пек пулса тухнине чăвашпа тутар историкӗсем сиснӗ те хăйсене чапа кăларас тесе пăлхар халăхӗ çинчен лайăх тӗпчемесӗрех суя çырма пуçланă. Халӗ вара çав суя çырнине тӗрӗс тесе хальхи халăха ӗнентерме тăрăшаççӗ, çамрăксене вӗрентсе тăн параççӗ. Пăлхар халăхӗ çинчен тарăн шухăшпа кӗскен калани çапла пулчӗ. Малалла çырнă май пăлхар халăхӗ ăçтан куçса килнине, мӗншӗн пăлхар тенине, мӗнле пурăннине, мӗншӗн тата мӗнле майлă Аллаха пуççапма пуçлани çинчен çырса ăнлантарса парасшăн. Ӗлӗкхи пурнăçа лайăхрах ăнланмалла пултăр тесессӗн пирӗн тахçанах пулса иртнӗ вăхăталла таврăнмалла. Ун чухне Христос та çуралман пулнă-ха. Виçӗ пин çул каялла çурçӗр енче Скандза çурутрав çинче пурăнакан халăхсем кăнтăр тата кăнтăр-хӗвелтухăç еннелле йышлăн куçма пуçланă. Çавăн пек пулнине авал (100- 170 ç.ç.) пурăннă Рим историкӗ Клавдий Птолемей çырса пӗлтернӗ. Ун хыççăн гот халăхӗн историкӗ Иордан (500-550 ç.ç.) çавăн пек пулнă тесе хăйӗн паллă «О происхождении и деянии готов» кӗнеки çине çапла шантарса çырнă: «Люди вырвались из недр этой земли подобно пчелиному рою и расселились…».

Халӗ Скандза çурутравне Скандинави теççӗ. Çак вырăнтанах пире вăхăтлăха паллă мар тепӗр йăх тухать. Малтан вӗсем Хӗвелтухăç Прусси патшалăх çумне куçса килсе вырнаçнă пулнă. Балтика тинӗсӗн хӗрринче пурăнса аталанса вăя кӗнӗ. Анчах та унта вӗсене тем килӗшмен. Тепӗр майлă каласан, патшалăхӗ вакланма та пултарнă е вăйлăрах пулнă кӳршӗ йăхӗ хӗсӗрлесшӗн пулнă. Виççӗр çула яхăн пирӗншӗн паллă мар славян халăхӗ çӗкленет те Атăл юханшывӗ патнелле куçма пуçлать. Ун хыççăн Атăл юханшывӗ тăрăх анаталла анать. Камăпа Атăл юханшывӗсем пӗрлешнӗ вырăн патӗнче чарăнса çӗре-шыва тӗпченӗ. Çӗнӗ вырăн вӗсене килӗшнӗ, вырнаçма пуçланă. Мӗншӗн тесен ку вырăнӗсем апат-çимӗç енчен пуян пулнă. Анчах куçса килнӗ халăха Атăл (Волга) юханшывӗ хӗрринче вырнаçнăшăн вăлгарсем тенӗ. Пурăннă май славян халăхӗ харсăр пулнă пирки таврари вырăнсене алла илме пуçланă тата хăйсенчен айвантарах йăхсене, вӗсен хăйсен пуçлăхӗсем пулнă пулсан та, парăнтарма тăрăшнă е чура тăвасшăн пулнă. Тӗпчевсем çырса пӗлтернӗ тăрăх берсиле, угăр, эсегел, çармăс тутарӗсем, тӗрӗк, огуз ятлă тата ытти йăхсем пулма пултарнă. Вӗсем сапаланса кайма та пултарнă. Анчах та славянсен патши шанчăклă çапла каланă: «Сире пурне те хӳтлӗхе илетпӗр, кашни йăхăн хăйӗн патши пулать, çемйӗрсене тата халăх йăлисене упрама тăрăшатпăр. Малашне пӗрле пурăнса ӗçсене пӗрле тусассăн вăйлă пулатпăр», – тенӗ. Çавăн хыççăн виçӗ-тăватă йăх пӗрлешсе çӗнӗ патшалăх йӗркеленсе кайнă. Кашни йăх хăйӗн пуçлăхне славянсен манерлӗ аслă кнеçӗ патша теме пуçланă. Çӗнӗ патшалăхăн чи аслă патши вара славянсен йăхӗнчен пулнă. Çӗнӗ патшалăх йӗркеленсе кайнине кӳршӗри тата Ази енчи патшалăхсем хăвăрт пӗлнӗ. Калаçура вӗсене Балхар е Болгар патшалăхӗ теме пуçланă. Чăвашсен вăл вăхăтра пурăннă мăн аслашшӗсем Пăлхар патшалăхӗ тенӗ. Хальхи вăхăтра балхар е болгар ята кашни тӗпчевçӗ хăйне майлă куçарма тăрăшать. Анчах та нумайăшӗ çак панă ята вырăсла «мешать, смешивать, перемешивать, мутный» пекрех куçараççӗ. Хам шутланă тăрăх, ӗлӗкех пурăннă чăвашсен мăн аслашшӗсем çӗнӗрен пуçланса кайнă патшалăха питӗ тӗрӗс ят панă. Чăвашла-вырăсла словарӗ «пăлхар» сăмахран е ятран вырăсла «смешанный» сăмах тухать тесе ăнлантарать. Анчах та пăлхар патшалăхӗ мӗнле майлă йӗркеленсе кайнине пӗлмен пирки тата ӗлӗкхи пурнăçа ăнлансах пӗтерменшӗн чаплă историксемпе тӗпчевçӗсем мӗншӗн тӗрӗксемпе арабсен «балхар е болгар» е чăвашсен «пăлхар» ячӗсем мӗнле майлă вырăсла «смешанный» сăмах пулса тухма пултарнине паянхи кун та ăнланса пӗтереймеççӗ. Халӗ ӗнтӗ ăнлантарса панă хыççăн ăнланмалла пуль тетӗп. Çӗнӗрен хунаса кайнă пăлхар халăхӗ хăйсен хушшинче тата кӳршӗри пысăк йăхсемпе туслă пурăнма пуçланă, вăрçăсем пулман. Лăпкă тата шанчăклă пурнăç патшалăха самаях аталанма пулăшнă, вăйлатнă. Вӗсен тăван чӗлхи, хут çырмалли саспаллисем çармăс йăхӗсен чӗлхиех пулнă теççӗ. Анчах та патшалăх хуть те мӗнле чаплă пурăннă пулсассăн та, унăн яланах куçа курăнман вăрттăн тăшман тупăнма пултарнă. Вăл малтан ӳпкевсӗр кӗмӗлки пек. Анчах та пиçсе çитнӗ май хаярланса пынă, ниçтан тухма пултарайман инкек-синкеке туртса кăларма пултарнă. Вăй илсе пынă май çав куçа курăнман тăшман пӗчӗккӗн патшалăха вакланă, аркатнă. Тӗрӗссипе каласан, ӗлӗкхи пурнăçра çакăн пек пулса тухакан пысăк инкек-синкекрен пӗр патшалăх та пăрăнса иртсе каяйман. Çак сăмахсене çавăн пирки ăнланса тӗрӗс çырнă. Мӗншӗн тесен пурнăçра чăнах та çавăн пек пулса тухнă. Патшана хăйӗн пурлăхӗпе патшалăхне упрама тата унăн хăй пурăннă вăхăтра туса ӗлкӗреймен ӗмӗчӗсене малалла аталантарса пыракан шанчăклă çын кирлӗ пулнă. Пурнăçра ывăлтан, тăван юнран шанчăклăрах çынна тупма йывăр пулнă. Ашшӗ хăй пурăннă чухне патша влаçне ывăлӗсене пама шутламан та, анчах та патшалăх çӗрӗсене пайласа пама хатӗр пулнă. Ывăлӗсем ашшӗ уйăрса панă çӗрсемпе ашшӗ сывă чухне килӗшсех пурăннă. Мӗншӗн тесен патшана, ашшӗ пулсассăн та, пӗрех итлемелле пулнă. Вилес умӗн патша ывăлӗсене пӗрле тата туслă пурăнма хушнă. Ун пек пурăнмасан чурана тухма пултаратăр тенӗ. Пӗр-пӗрин хушшинче тавлашусем пулнă пулсан та, Атăлпа Кама юханшывӗсем пӗрлешнӗ вырăнта пăлхар халăхӗ пурăнма пуçлани 200 çул ытла иртнӗ.

(Малалли пулать).

Александр СТЕКЛОВ. Чăваш Ен, Канаш районӗ