СУВАР 8№ (1355) 28.02.2020
истори
ПĂЛХАРСЕМ ÇИНЧЕН КАЛАНИ
Атăлçи Пăлхар 300-мӗшпе 1236 çулсем хушшинче Атăлпа Кама, Уратьма тата Сок юханшывӗсен хушшинче пулнă славян халăхӗн патшалăхӗ. 1236 çулта Чингисханăн мăнукӗ Бату хан тартар-монгол çарӗсемпе килсе пăлхарсене хаяррăн пусарнă, кам ал айне лекнӗ, вӗсене пурне те вӗлернӗ. Хальхи чаплă историксем çапла ăнлантараççӗ. Тартар-монголсем пăлхарсемпе тăванлă пулнă, пӗр йăхран тухнă теççӗ. Ун пек пулсассăн мӗншӗн-ха тартар-монголсем пăлхар халăхне вӗлернӗ чухне тăван йăха туйман? Анчах та вӗсем пăлхарсене тăван шутне кӗртме шутламан та, мӗншӗн тесен пӗр-пӗринпе нимле майпа та тăванла пулаймаççӗ. Ӗлӗкхи пурнăç мӗнле пулса пынине çырса пыракан тата вырăссен тӗпчевçи Лаврентий тартар-монголсемпе пăлхарсем хушшинче пулса иртнӗ вăрçа çапла аса илсе çырать: «В лето 6744 (1236) году было знамение в солнце, 3 августа, в воскресенье после обеда, было видно всем как месяц четырех дней. Той же осени пришли с восточной стороны в Болгарскую землю безбожные татары, и взяли славный великий город Болгарский, и перебили оружием всех от стариков до юных и младенцев, и захватили много имущества, а город их сожгли, и всю землю их захватили». Тартар-монголсен çарӗсем пăлхар çарӗсенчен вăйлăрах пулнине пăлхарсен патши пӗлнӗ. Тата маларах 1223 çулта тартар-монголсен çарӗсем пăлхарсем патӗнче пулнă чухне çапла каласа хăварнă: «Пире хирӗç ан тăрăр. Хирӗç тăратăр пулсассăн сирӗн халăхăра вӗлерсе сирӗн патшалăхăра та пӗтеретпӗр», – тенӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем Пăлхар патшалăхӗ вăйсăр пулнине пӗлнӗ. Тепӗр вун виçӗ çултан тартар-монголсем пăлхарсем патне пысăк вăрçăпа килнӗ. Пăлхарсен патши вăрçăра кам çӗнтерме пултарнине пӗлсех халăха упраса хăварас тесе шутламан, хăйӗн çывăх тарçисемпе тартар-монголсенчен ытлашши хăраман. Вӗсем малтанах Кама юханшывӗн тепӗр енне каçса Казанка юханшывӗ патнеллерех тарса пытаннă. Пăлхар патшалăхне пӗтернӗ хыççăн унăн çӗрӗсене Ылтăн Урта шутне кӗртнӗ. Ку калавра тартар ятлă халăха аса илмелле пулчӗ. Çав тухнă сăмаха çапла ăнланмалла. Вӗсем Тартария ятлă патшалăхра пурăннă. Çак халăх шато ятлă йăхран тухнине Китай çулçӳревçи тата дипломачӗ Мэн-да бей-лу çырса пӗлтерет. Вăл Чингис хан патӗнче кăнтăр енчи Сун патшалăхăн элчи пулнă. Кӳршӗсем вара цзю ятлă халăх пулнă. Çӗрӗсем Амур юханшывӗ тăрăх вырнаçнă пулнă. Вӗсем асар-писер çырулăхсăр халăх пулнă тет. Анчах та вӗсем вăрçă енчен çапăçма ăста пулнă. Вăрçă тухсан тăшман çине чи малтан питӗ хăюллă тапăннă. Вăйӗсем çитмен чухне каялла тарма тăрăшнă. Ун чухне вара пурте сыхланса юлччăр тесе пӗр-пӗрне илтмелле тар-тар тесе кăшкăрнă. Лашисем вăйлă пулнă пирки çар çыннисен вăрçă уйӗнчен тепӗр чухне сывăллах çăлăнса тухма май килнӗ. Йӗркеленсе кайнă хыççăн тăшман çине каллех тапăннă. Çавăн пек майлă çапăçса тăшман çарне хавшатса çӗнтерме тăрăшнă. Çавăн пек пулнине Чингис хан патша пулнă вăхăтри перс халăхӗн тӗпчевçи Рашид ад-Дин тата ытти çӗршыври паллă ăсчахсем те çырса пӗлтереççӗ. Чингис хан патша пулнă вăхăтрах Хӗвел анăç енче, Атăл, Кама тата Казанка юханшывӗсем патӗнче тутар (вырăсла татар) ятлă халăх пурăннине илтнӗ. Çавăн хыççăн пуль тата «тартарпа» «татар» сăмахӗсем пӗр майлăрах янранăшăн, тартарсене татар теме хушнă. Унăн хыççăн Мэн-да бей-лу элчи те Чингис хан вăрçасран хăраса тата ăна юрасшăн пулса тартар текен халăха татар тесе çырма пуçланă. Хӗвел анăç енчи патшалăхсемпе хирӗç тăрса вăрçăпа тухса кайма Чингис хана пӗр-пӗрне майлă тăракан халăх е патшалăх кирлӗ пулнă. Союзникӗ вара Тартария пулса тăнă. Мӗншӗн тесен вăл вăхăтра унăн патши Чингис ханăн хӗрӗ пулнă. Çавăн хыççăн çӗнӗ майлă тутар-монголсен çарне йӗркелесе янă. Хӗвеланăç енчи патшалăхсемпе хирӗç тăрса çапăçнă чухне тартар-монголсен çарӗсем ӗлӗкхи йӗркесемпех çапăçнă. Çавăншăн вӗсене каллех тартар теме пуçланă. Пурнăçра çапла пулса тухнă. 1236 çулта тартар-монголсен çарӗсем пăлхарсене çӗнтерсе çӗрӗсене Ылтăн Урта шутне кӗртнӗ. Вилӗмрен сыхланса юлнă юлашки халăха тата вӗсен килкартисене ертсе пыма çăмăлтарах пултăр тесе вӗсене çар манерлӗ йӗркеленӗ. Вуннă, аллă, çӗр тата пилӗк çӗрлӗ килкартисем йӗркеленӗ те ун хыççăн вӗсене шута илнӗ. Ушкăнсен списокне улăштарма юраман. Ашшӗ е кил хуçи вилсессӗн унăн вырăнне ывăлне кӗртнӗ. Ушкăнран уйрăлса тухма ирӗк паман. Вăрттăн тухса тарсассăн налогӗсене пӗрех тӳлемелле пулнă тата уншăн çывăх тăванӗсене тертлентернӗ. Кашни ушкăн çумне пуçлăх лартнă. Пуçлăхсене ертсе пыраканӗ Ылтăн Урта ханăн наместникӗ пулнă. Пăлхар патшалăх пулнă пушаннă çӗрсем çине вăрçăра аманнă çар çыннисене, ватăлнисене, тыткăнри халăха тата урăх кама май килнӗ çавăн пек çынсене вырнаçтарма тăрăшнă. Ӗçсене çӗнӗлле йӗркелесе янă хыççăн Пăлхар патшалăхӗ пӗтнӗ, унтан Пăлхар улусӗ пулса тăрать. Унăн ячӗ анчах сыхланса юлать. Мӗншӗн тесен халăх тăнӗнчен ăна кăларма май çук. Малашне Атăлçи Пăлхар патшалăхне кӗçӗне хурас е тепӗр майлă кама та пулин чапа кăларас тесе çырма тăрăшнă. Сăмахран, вырăс патшисен титул шутне кӗртнӗ. Ун пек çырни çавна пӗлтерме пултарать. Вырăс çарӗсем пăлхарсене çапăçса çӗнтерсе пăхăнтарнă пек пулать. Анчах та пăлхар çӗрӗсем çинче пурăнакан нухайсемпе пушкăртсем тата ытти халăхсем вырăс çӗрӗсем çине май пур чухне пӗрмаях вăрçăпа тапăннă, вӗсемпе çапăçнă, çаратнă. Май килнӗ чухне вырăс халăхне тыткăна илнӗ. Ӗлӗкех Пăлхар патшалăхӗн пулнă çӗр çинче пурăнакан халăха пăхăнтарма вырăссен тепӗр майлă тертлӗ ӗç пулса тухнă. Вӗсене 16-мӗш ӗмӗрте çеç çӗнтерме май килнӗ. Атăлçи Пăлхар çӗрӗсем Ылтăн Урта, унтан Хусан ханлăхӗ шутӗнче 300 çул ытла пулнă. Çав вăхăт хушшинче вăл патшалăх историне тӗплӗн çырса пыракан тӗпчевçӗ пулман пирки халăхăн пурнăçӗ, унта кам пурăннин тата вӗсем мӗн туса пурăннин тӗслӗхӗсем манăçа тухнă.
(Малалли пулать).
Александр СТЕКЛОВ. Чăваш Ен, Канаш районӗ