Эс ытла та хитре -
Манаймастӑп сана.
Май килсессĕн пӗрре
Улăштартăп сӑна.
Ун пек тин тума ҫук -
Мӗн тӑвас-ши хама?
Сансӑр та пурнӑҫ ҫук -
Эпӗ кирлӗ кама?
Ман айван юрату,
Хам вилсен те вилмест.
Чӑтайми ырату
Чӗрӳне витеймест.
Эс ытла та хитре -
Манаймарӑм сана.
Инҫе мар тӗнчере,
Канлӗ пулӗ мана.