Найти тему
Тӳпе Юркки

ТУНСӐХ

Чун чăваш ҫӗршӗн тунсӑхлать-
Эп Ҫавалта чăмса тухасшăн.
Хӗвелпелех аннем тăрать,
Мӗнле вӑл халь мана курасшăн.

Чун тӑвансемшӗн тунсӑхлать-
Каллех эп ял-йышпа пуласшăн.
Усалли хăвăрт сарăхать-
Ырри сип-симӗсех юласшăн.

Чун савнӑ хӗршӗн тунсӑхлать-
Кӗтсе вӑл ывӑнчӗ те пулӗ.
Анчах юратуне упрать,
Упрать - ун ӗмӗтне кам пӳлӗ?

Тӑван сӑмахшӑн тунсӑхлап-
Эх, вӑйӑ картине тухасчӗ!
Ҫуралнӑ ҫӗршывпах юлап,
Халь унăн пӗр кунне курасчӗ?

ЮРИЙ ТРОФИМОВ
ККВО Борисполь 1981