Найти тему
Тӳпе Юркки

ТӲНТЕРЛЕ ТЕЛЕЙ

Пирвайхи юрату - тӳнтерле телей,
Малтан кӑна вăл - пыл та ҫу.
Пирвайхи юрату - иксӗлми телей,
Кайран ҫавах-ҫке - уйрăм ҫул.

Пирвайхи юрату - тӳнтерле телей,
Самантлăх ҫеҫ - пурте тату.
Пирвайхи юрату - сӳнми хӗвел,
Анчах шевли ун - ырату.