Найти тему
Тӳпе Юркки

ИНҪЕ ҪӐЛТӐРӐМ

Ман ҫӳлти ҫӑлтӑрӑм, хӗвелӗм,
Мӗнле ҫитес-ши сан пата?
Пӗртен-пӗр тӗнчери телейӗм-
Ман урăх ҫуккӑ никам та.

Чӗрем ҫулӑмпалах ҫунать-
Чунри ҫӳп-ҫап йăлтах тасалӗ.
Ун чух ҫын ҫветтуя тухать,
Ҫӳле пыма мехел те пулӗ.

Эп ҫӑлтӑра тухаймасан,
Санпа пĕрле пулаймасан:
Ман хыççăн - ҫӑлтӑрсӑр тусан,
Тулли телей пулех-ши сан?

Ман инçе ҫӑлтӑрӑм, хӗвелӗм,
Хӑҫан ҫитес-ши сан пата?
Пӗртен-пӗр ҫӗр ҫинчи телейӗм -
Ман урăх ҫуккӑ никам та...