Найти тему
Тӳпе Юркки

ТУПӐННӐ ТЕЛЕЙ

Телее, тен, тупрӑм пулӗ терӗм,
Эп сана пĕрремĕш хут курсан.
Тем чухлӗ юрӑ кĕвĕлерĕм,
Чун-чӗре пӗр санпала тулсан.

Сан куллу - ҫурхи ачаш хӗвел,
Куҫусем - сенкер утмӑлтурат.
Шурăмпуçӑн вӑтанса хӗрел,
Хӗрлӗхпе телейӗме ҫурат.

Эс, савни, хитре те ӑслӑ питӗ,
Эс кама-ши илӗн суйласа?
Эп шанатăп, ӑраскалӑм ҫитӗ,
Ман патах, савниҫӗм, ҫаврӑнса.