Акӑ эпӗ каллех
Хутпа кăранташ
Алла илтĕм.
Манӑн сана
Нумай, нумай
Ӑшӑ, ҫепӗҫ сăмахсем
Калассӑм килет.
Анчах та
Пуҫран вӗсем
Ручка тытсанах
Таҫта кайса кӗреҫҫӗ:
Вӑтанаҫҫӗ-шим вĕсем санран?
Эпӗ хам та ҫаплах
Вӑтанма пӑрахаймастӑп-ха.
Ӗненменнипе мар:
Ӗненетӗп,
Тунсӑхлатӑп ,
Саватӑп!
Вӑтанма вара
Ниепле те
Пӑрахаймастӑп...
Тен , пӗрле пурӑнма
Тытăнсан
Иртсе каять вăл ман...
P.S. Эс каҫарччӗ, савниҫӗм,
Эп ҫырма пӗлеймерӗм:
Темшĕн чун хурланать...
Куҫҫулье вара
Ниепле те чарма
Пӗлеймерӗм.
Каҫарсам, вӗҫлетӗп.
Пӗтӗм чунӑмран
Сана юратса
Эпӗ хытӑ кӗтетӗп.
Чӗреме ҫунтарса
Сана ҫеҫ эпӗ саватӑп.
Пӗтӗм чун ӑшшипе
Ыталатӑп сана.
Пур хӗрӳлӗхӗмпе
Нумайччен чуптӑватӑп.
Салампа : сан Юрату.