Сӑвӑҫа кӑлартӑн эс мана,
Сӑвӑпа эп ҫывӑрмастӑп кӗҫӗр.
Юрату пек анлӑ самана-
Самана пек юрату ман вӗҫсӗр.
Юрӑҫа кӑлартӑн эс мана-
Юрӑпа эп пурăнасшăн ӗмӗр.
Ӗмӗт пек ҫунатлӑ ман чуна,
Юррӑмра кӑна эсир ӗненӗр.
Ухмаха кӑлартӑн эс мана-
Ӑсчахран та нумайрах пӗлетӗп.
Юрататӑп пурнӑҫ пек сана,
Ҫавӑнпа та вăхăта ҫӗнетӗп.
ЮРИЙ ТРОФИМОВ
Айкӑш 1980