Найти тему
Тӳпе Юркки

ЮРАТУ-ТЕЛЕЙ

Пурнӑҫ- проза. Эс- поэзи.
Эпӗ- драма та трагеди.
Юрату-телей - ку эс-и
Тамӑка ялан лекетӗн?

Пурнӑҫ- проза? Хӑв прозаик.
Эс - поэзи? Эп - поэт!
Ҫӗнӗ драма: хӑраса ӳк-
Тӗп герой каллех "вилет".

Пурнӑҫ- сцена. Эс - актриса.
Эпӗ - ятсăр куракан-им?
Эх, савни, кӑна пӗлес те
Билетне таврасчӗ манӑн...