Ман юрату , хӗвел пулса ,
Кашни кун ӑшӑттӑр сана.
Тӑратӑн эс ун пек кулса ,
Мухтатӑп эп шевле сӑнна.
Ман туйӑмсем , ҫӑлтӑр пулса
Чунна ҫутатчӗр яланах .
Пирĕн телей пырать тулса
Пӗрне- пӗри тӗлпулсанах.
Ман ачашсем , уйӑх пулса ,
Сан тӑрӑх вӑрттӑн шӑвӑнаҫҫӗ
Ҫут ӗмӗтсем , ҫунат сулса ,
Малашлӑх тӗнчине вӗҫеҫҫӗ.
Ҫак пурнӑҫри ҫитменлӗхсем
Унта пачах та пирĕн ҫуккӑ .
Тахҫан тӗлленнӗ тӗлӗксем
Ӑнлантӑм халь , пулман-ҫке суккӑр.
Сана эп курнӑ тахçанах ,
Чунпа чӗреҫӗм хытӑ кӗтнӗ.
Сӑмах кӑна эс хушсанах ,
Эсӗ камне эп ӗнтӗ пӗлнӗ .
Ахаль кӑна хӗрарӑм мар -
Турамӑшпе пӗр тан этем.
Тӳпе парнийӗ эсӗ ман -
Санӑн ятна ҫӳле ҫӗклем .
Хӗвел ӳксе сапаланни ,
Пин-пин шевлеллӗ шӑнкӑрав -
Янравлӑ ҫавӑн пек кулни
Пиншер ҫыншӑн - таса пукрав.
Эсӗ юрланă юрăсем
Тӳпе таран ялан янраччӗр.
Рай пахчине кӗме вӗсем ,
Сан сассупа - этемлĕх чӗрӗ.