Пурин те пурӑнас килет
Савса та , савтарас килсе.
Ҫитсессӗн тӳпери тивлет
Анаҫҫӗ кирлине илсе .
Эс манӑн ҫӑлтӑрлӑ парне ,
Кунҫулӑмӑн телей вылявĕ.
Ҫӗнтертӗм юрату ҫарне -
Ман алӑра халь - ун ялавĕ.
Ман юрату - чи хӑватли,
Эп унăн ҫӗнӗ генералĕ.
Ку ҫӗнтерӳ - чи сӑвапли ,
Мана уншӑн - чӗрӳн медалӗ .
Ҫухатрӑм пуҫӑма эп саншӑн,
Юна юхтартӑм чӗремрен.
Чунӑм суранӗ виҫӗ аршӑн -
Хӑрамӑп эпӗ нимӗнрен.
Тӳпен илемӗ те майри
Манпа пӗрле , ман алӑра.
Эппин, эп те ҫӳлти шайра -
Кӗрле , ҫӳл тӳпери литавра !
Телейӗм кайӑкӗ тавра
Ман туйӑмсен ҫирӗп хуралӗ .
Кӗрле, ҫӳл тӳпери литавра -
Сан сассунта ҫемье ҫуралӗ !