Найти тему
Тӳпе Юркки

ХӖВЕЛСӖР ПУЛМӐП

Тӗнчере выҫ хӗрарӑм нумай :
Арӑмсем ҫавӑнпа та телейсӗр.
Вӗсене улăштартăм пĕрмай -
Ман айӑплӑ пурнӑҫ хӗвелсӗр.

Сан чунна эп ӑнланӑм тӳрех ,
Чӗрӳне кӗме час пулмарӗ.
Чечексем хушшипе ҫеҫ ҫӳре
Вӗсенче сан илемӗн тымарӗ.

Эп санра тин тупрӑм хама :
Эсӗ манӑн - аппа та анне .
Тивӗҫ ҫук пуль пӗрле те тӑма -
Ирӗк пар шӑлма тусанне.

Эпӗ савнӑ хӗвеллӗ ҫынсен
Таса амăшĕ те эс туррийӗ.
Тӳпе ҫырнӑ телейӗм ҫитсен -
Тепĕр пурнӑҫӑн эсӗ ҫуррийӗ.

Тӗнчере выҫ хӗрарӑм нумай -
Эсӗ уншӑн пулмастӑн телейсӗр .
Сана ҫеҫ юратасчӗ пĕрмай -
Вара эпӗ те пулмӑп хӗвелсӗр .