Каҫпа пуҫланнӑ тӗлпулу
Ирпе вӗҫленчӗ ырӑпа.
Телейлӗ санӑн ӑш куллу
Сӑрланчӗ ҫутӑ сӑрӑпа .
Эп кӗтнӗ , шаннӑ сӑмахсем
Чун- чӗрене кӗрсе вырнаҫрӗҫ.
Ҫӗрле ҫуралнӑ юмахсем
Ирпе чӑн пурнӑҫа та каҫрӗҫ.
Пулни-иртнин хури-шурри
Ҫил тӑманпа пиртен ҫухалчӗ .
Пӗр пурнӑҫӑн икӗ ҫурри
Тӗвӗленсе пӗрле уттарчӗҫ.
Шанатăп ырӑ ҫынсене ,
Чӗр туйӑмпа ҫут шухӑша.
Телей килсе ҫитсессӗнех
Туятӑн кӑкӑрти ӑшша .
Чӑн юратун хӗрӳ кӑварӗ
Сӳнмесӗр ҫунтӑр кашни кун.
Пире валли хӗвел хӑварӗ
Хӑй пек хӗрӳллӗ таса чун.
Каҫпа пуҫланнӑ тӗлпулу
Вӗҫленчӗ ҫӗнӗ мӑшӑрпа.
Телейлӗ санӑн ӑш куллу
Маншӑн - татса панӑ шӑпа.