Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

МАН СИРЕ САВӐНТАРАС КИЛЕТ

Ман сире савӑнтарас килет,
Ман сире телей кӳрес килет,
Ман сире нумай усрас килет,
Ман сире савса савас килет.
Эп сире сар ҫу ҫитерӗттӗм,
Эп сире симпыл ӗҫтерӗттӗм,
Эп сире тӳпе парнелӗттӗм,
Эп сире йăтса ҫеҫ ҫӳрӗттӗм.
Эп сире нихӑҫан та курас ҫук,
Эп сире хӑнара сӑйлас ҫук,
Эп сире нихӑҫан та манас ҫук,
Эп сиртен хаклине тупас ҫук.
Тем пулсан та малашне пире -
Хут ҫинчех юлсан та сӑмахсем.
Сирӗншӗн тапать-ҫке ман чӗре -
Ҫитсе пыччӗр сирӗн ӗмӗтсем !!!

Ман сире савӑнтарас килет,
Ман сире телей кӳрес килет,
Ман сире нумай усрас килет,
Ман сире савса савас килет.

Эп сире сар ҫу ҫитерӗттӗм,
Эп сире симпыл ӗҫтерӗттӗм,
Эп сире тӳпе парнелӗттӗм,
Эп сире йăтса ҫеҫ ҫӳрӗттӗм.

Эп сире нихӑҫан та курас ҫук,
Эп сире хӑнара сӑйлас ҫук,
Эп сире нихӑҫан та манас ҫук,
Эп сиртен хаклине тупас ҫук.

Тем пулсан та малашне пире -
Хут ҫинчех юлсан та сӑмахсем.
Сирӗншӗн тапать-ҫке ман чӗре -
Ҫитсе пыччӗр сирӗн ӗмӗтсем !!!