Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

ШУРӐ ҪУРКУННЕ

Сип-симӗс , ҫутӑ , капӑр ёлка
Хӗл варринчи эс ҫуркунне .
Сан туратри илемлӗ чёлка
Аса илтерчӗ хӗр сӑнне.

Эс ҫӳллӗ , йӑрӑс , илӗртӳллӗ ,
Кӑкӑр тулли сан - вӑчӑра .
Пин ҫутӑпа эс пит хӗрӳллӗ ,
Пӑхсассӑн - куҫ та алчӑрать.

Сана савса пурте сӑнаҫҫӗ ,
Эс шав хӗсен куҫусене .
Мӗнле хитре ҫӗн ҫулӑн каҫӗ -
Телей парать вӑл ҫынсене .

Ҫак ҫӗр ҫинче - эс чӑн юмах ,
Хӗл варринчи шур ҫуркунне.
Ҫӗн ҫул уявĕ яланах ,
Парне кӳрет ҫынсен чунне.