Найти в Дзене
Чӑваш ТВ

ОБРАЗ ДЕНЕГ В ЧУВАШСКОМ ФОЛЬКЛОРЕ

До сегодняшнего дня в чувашской фольклористике и этнокультуре не было отдельных работ, где описано значение денег у чувашей. В этой работе впервые системно показывается материал, который наглядно раскрывает значение денег у чувашей. Статья на чувашском языке. Ку таранччен чăваш фольклористикинче тата этнокультурăра чăвашсен укçа пĕлтерĕшне çырса кăтартакан ĕçсем пулман. Çак ĕçре укçа пĕлтерĕшне курăмлăн кăтартакан материала пуçламăш хут системăласа çырса кăтартнă. Чăваш пурнăçĕнче укҫа пысӑк вырӑн йышӑнать. Ҫак сӑнара чăваш фольклорĕн тĕрлĕ жанрĕсенче упранса юлнă материал анлăн уçса пама пулăшать. Укçа хаклăхĕ. М.П. Желтов палăртнă тăрăх, чăваш çыннин, пĕр пĕтĕмĕшле илсен, хаклăхсен пуххинче пуринчен ытла тăванлăх палăрса тăрать [3, с. 67]. Унăн шучĕпе, укçа тăвасси чăвашăн тĕп ĕçĕ пулса тăмасть. Хăш-пĕр халăхсен çав укçа тăвасси питĕ вăйлă аталаннă, çавăнпа та вĕсем пире питĕ пуян пек курăнаççĕ. Пирĕн укçа экономики мар - пулăшу экономики хуçаланать [3, с. 68]. Çакна халăх культуринч

До сегодняшнего дня в чувашской фольклористике и этнокультуре не было отдельных работ, где описано значение денег у чувашей. В этой работе впервые системно показывается материал, который наглядно раскрывает значение денег у чувашей.

Статья на чувашском языке.

Ку таранччен чăваш фольклористикинче тата этнокультурăра чăвашсен укçа пĕлтерĕшне çырса кăтартакан ĕçсем пулман. Çак ĕçре укçа пĕлтерĕшне курăмлăн кăтартакан материала пуçламăш хут системăласа çырса кăтартнă.

Чăваш пурнăçĕнче укҫа пысӑк вырӑн йышӑнать. Ҫак сӑнара чăваш фольклорĕн тĕрлĕ жанрĕсенче упранса юлнă материал анлăн уçса пама пулăшать.

Укçа хаклăхĕ. М.П. Желтов палăртнă тăрăх, чăваш çыннин, пĕр пĕтĕмĕшле илсен, хаклăхсен пуххинче пуринчен ытла тăванлăх палăрса тăрать [3, с. 67]. Унăн шучĕпе, укçа тăвасси чăвашăн тĕп ĕçĕ пулса тăмасть. Хăш-пĕр халăхсен çав укçа тăвасси питĕ вăйлă аталаннă, çавăнпа та вĕсем пире питĕ пуян пек курăнаççĕ. Пирĕн укçа экономики мар - пулăшу экономики хуçаланать [3, с. 68]. Çакна халăх культуринчи ниме йăли-йĕрке те, сăмахлăх тексчĕсем те çирĕплетеççĕ:

Аннене анне тейеççĕ,

Укçи пулсан пулмасан та

Аннене илме укçи çук. (Халăх юрри)

Чăваш халăхен мифĕсенче укçа пулăвĕ пирки тавлашуллă текстсем палăраççĕ. Пĕрисем укçана Шуйттан тунă пек кăтартаççĕ: «Укçасем Шуйттан аллинче теççĕ»[1, с. 200]. Ытти текстсенчен укçана Турă туни паллă: «Ĕлĕк Турă укçа тунă та çынсене укçа илме чĕннĕ. Вырăс тăнă та урине калуш тăхăнса, михĕ йăтса чупнă. Çавăнпа вырăсăн укçа нумай тет. Чăваш тăнă та ура сырса ларнă. Тăли çĕтĕк, çăпата кантри татăк пулнипе урине час сырайман, вăхăт нумай иртнĕ. Çитменнине тата, пĕчĕк хутаçпа кăна кайнă. Хутаççа укçа сахал кĕрет. Çавăнпа чăваш чухăн, укçасăр тет» [12, с. 204]. Е тата укçа валеçнĕ чухне чăваш Пÿлĕхçĕ умне кĕлмĕç пек пырса тăнă теççĕ. Çавăнпа ăна Пÿлĕхçĕ йĕкĕр ывăç укçа парса янă имĕш [3, с. 204].

Анчах та укçа халăх пурнăçĕнче сĕм авалтанах пулни паллă. Ӗлӗк-авал укҫа вырӑнне выльӑх тирӗ ҫӳренӗ. Н.И. Золотницкий тӗпчевçĕ пус (копейка) сӑмахăн пĕлтерĕшне пус ĕçхĕлтен пулса кайнине палăртать[4]. Укçа вырăнне выльăх тирĕ çÿрени паллă.

Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче укçа çапас (чеканка монет) йăла пурнăçа кĕрет. Укҫа сӑмах Ылтӑн Урта хуҫаланнӑ вӑхӑтрах пирӗн чӗлхене кӗрсе юлнӑ. Вӑл тӗрӗк чӗлхинчи акча сӑмахран пулса кайнӑ: ак– шурӑ тенине пӗлтерет, ча– пĕчĕклетÿ аффиксĕ. Ылтӑн Урта вӑхӑтӗнче акча тесе пӗчӗк кӗмӗл тенкӗсене каланӑ. [2,с. 270]

Укҫан тӳрӗ пӗлтерӗшӗ – ҫынпа ҫын хушшинче, халӑхпа халӑх, е ҫӗршывпа ҫӗршыв хушшинче суту-илӳ ӗҫне тума пулӑшакан япала. Тӳрӗ пӗлтерӗшӗсӗр пуҫне чӑваш фольклорӗнчи укҫан халăх культуринчи шалти пĕлтерĕшĕсене те курма пулать.

Сĕм авалтан чÿклĕх культурипе пурăннă мăн асаттемĕрсем тĕрлĕ чÿксенче яланхиллех выльӑх пуснӑ, хăйсенчен уйралса кайнă таванĕсене апат-ҫимӗҫпе асӑннӑ. Пурнăçа укçа культури кĕме пуçласассăн кӗл тунӑ вӑхӑтра выльӑх пусма май пулман чухне ун вырӑнне укҫапа чӳклеме пуҫланӑ. Пысӑк уявсенче ял-йышпа чӳк тунӑ вӑхӑтра халӑхран укҫа пухса выльӑх илсе пуснӑ. Уйрӑмӑн Киреметрен мӗн те пулсан ыйтма килсессӗн укҫа парса хӑварнӑ [12, с. 493]. Н.И. Ашмарин тĕрлĕ чÿк вырăнĕсенче тупнă укçа пирки хура укҫа сӑмах майлашӗвӗпе палăртать [1, с. 200]. Сăмах май, халăх ĕненĕвĕсенче: «Киремет укҫине тытма юрамасть», – тенине курма пулать. Çавăн пекех тупнă укçа пирки те калама пулать. Несĕлĕмĕрсем хăйсен ачисене мĕн ачаран ку йышши укçасене тытма юраманнине вĕрентсе пынă. Чăваш çул çинче укçа тупсан нихăçан та ăна пуçтарса илмест. Мĕншĕн тесен тĕрлĕ чир-чĕре хăйĕн хуçалăхĕнчен ытти çĕре укçа урлă куçарма пулнине асра тытать вăл.

Укçан пĕлтерĕшĕ ĕмĕр çаврăнăш йăли-йĕркисенче туллин курăнать. Сăмахран, чăваш çынни тĕнчене килнĕ ача пурлăхлă пултăр тесе ача урине çунă йăла вăхăтĕнче шыва кĕмĕл укçа янă. Халăх ĕненĕвĕ тăрăх, çемьери ачасем умлăн-хыçлăн вилсе пыраççĕ пулсан, ача амӑшӗ те хӑйӗн ачине чӳрече урлӑ укҫалла илет. Ку йăласене усала улталас тĕллевпе пурнăçлаççĕ.

Туй йӑла-йӗркинче те укҫан хăйĕн вырăнĕ пур. Тӗслӗхрен хӗршӗн каччăн хулӑн укҫи тӳллемелле пулнă. Хĕр килĕшме килнĕ каччăн тăванĕсен хĕр парнишĕн парне укçи хумалла пулнă. Ку йăласем паянхи кун та актуаллă. Ар туйĕ хапха умне çитсен хĕр çуммисем авланас качча хурласа тĕрлĕ такмак каланă:

Пирĕн сысна мăшăлкка

Йăран урлă каçаймасть.

Пирĕн йысна мăшăлкка

Алăк урлă каçаймасть.

Авланас каччă хапха умне укçа сапнă. Çамрăк мăшăр пурлăхлă тата перекетлĕ пултăр тесе туя хутшăннă халăх вĕсене укҫа-тенкĕ панă, çĕнĕ çынсем ташланă вăхăтра укçа ывӑтнă. Туй халӑхӗ ял укӑлчинчен тухса каяс умӗн Хаяр туррине асӑнса укҫа пӑрахнă. Ҫак йӑлана хаяр пӑрахни теҫҫӗ. Йăлана хĕре çак ялта тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе çитĕнтернĕшĕн тав тăвас тĕллевпе тăваççĕ.

Туй иртсессĕн тепĕр кунне çĕнĕ çынна шыв çулĕ уçма илсе каяççĕ. Хĕрпе пĕрле упăшкин йăмăкĕпе инкĕшĕ е урăх тăванĕ пыраççĕ. Çăл патне çитсен çĕнĕ çын шыва укçа ярать, çăл кутне çăкăрпа чăкăт татăкĕсем пăрахать [11, с. 81]. Чăваш халăхĕн çĕре-шыва хисеплесе парне парас йăла мĕн авалтан тымарланса килет. Тĕнчене кĕвĕлентерсе тăракан тăватă элементала ялан асра тытнă мăн асаттесем.

Виле, пытару, асӑну йӑла-йӗркисенче те укҫа анлӑ сарӑлнӑ. Укҫапа чӑвашсем виле ӑсатнӑ вӑхӑтра та, вилнӗ тӑвансемпе ҫыхӑнма та усӑ кураҫҫӗ. Тӗслӗхрен ҫыннӑн чунӗ кӗлеткерен тухнӑранпа 40 кунӗ ҫитсессӗн ҫав хуҫалӑхра тиха пусмалла, енчен те пусма май ҫук пулсассӑн укҫапа: «Лашуна ҫавӑнта ил», – тесе чÿкленĕ [7, с. 45]. Авалхи чăвашсем ĕненнĕ тăрăх, «Леш тӗнчере ҫурта ҫутипе кӑна пурӑнаҫҫӗ, тет. Кунта пумилккере ҫутни, масар ҫинче ҫутни вӗсене ӗмӗр пырать, тет. Ҫаплах та вилле пытарнӑ чухне ҫӗр ҫути тесе, пӗр-икӗ пус пек хӗрес ҫумне хурса хӑвараҫҫӗ тет: унсӑрӑн лере ҫутӑ кӑтартмаҫҫӗ тет» [7, с. 45].

Ҫитӗннӗ каччӑ вилсен, ӑна авланмалӑх хулӑн укҫи параҫҫӗ: «Хушӑн ху савнӑ ҫынна мӑшӑр туп», – теҫҫӗ[7, с. 45]. Ку йĕркесенчен чăваш лере (месĕрле яла) кайсан та хамăрăн авалхи йăласене тытса пынине ĕненнипе çыхăнтармалла.

Тĕне кĕмен чăвашсен вил тӑпри çине юпа лартас йăла-йĕрке пур. Юпине вăрманта çĕнĕ йывăç касса хатĕрлеççĕ. Касма виççĕн-тăваттăн каяççĕ. Самар облаçĕнчи Ухинккел ялĕнчи чăвашсем йывăç укçи илсе каймаллине калаççĕ. Йывăç касаççĕ те, çÿлтине илеççĕ. Тĕпĕ çине укçа хурса хăвараççĕ. [10].

Халăх медицининче те укçана анлă усă курнă. Авалхи çынсем тĕрлĕ тимĕрĕн пахалăхĕ çынна чир-чĕртен сыватас ĕçре юравлă пулнине пĕлсех тăнă. Кунта чи малтан сывă мар вырăна хуракан вак укçа пирки сăмах пырать. Пепкесене пÿсĕр пулсан, пилĕк пуслăх пăхăр укçа хураççĕ. Пăхăр укçана ал-урана сиктернĕ вырăна хурса та сиплеççĕ. Пĕр-пĕр шăмă хуçăлсан авалхи пăхăр укçана çĕçĕпе хăйраса пулакан тусана çăкăрпа çиеççĕ [5, с. 45]. Тин ҫуралнӑ ачан кӑвапи тӳрленмесессӗн ӑна пӑхӑр тенкӗпе ҫыхса хураҫҫӗ. [6, с. 7].

Укҫа-тенкӗне капӑрлӑхра усӑ курни – мӗн авалтан пыракан йӑла. «Кӗмӗл тумлӑ халӑх» тесе чăвашсем пирки ахальтен каламан. Тумсем ҫине, пуҫ хатӗрӗ ҫине тенкӗ шӑрҫаласа ҫакасси пирки чӑвашсем «Пиртен тухнӑ йӑла мар теҫҫӗ».

Çапла майпа укçан вырăнне тĕрлĕ йăла-йĕркере асăрхама тăрăшрăмăр. Унăн йăла-йĕркери вырăнне тата пĕлтерĕшне малаллахи статьясенче тупса палăртăпăр.

Литература.

1. Ашмарин Н.И. Чăваш самахĕсен кĕнеки. 17 томлă. Хусан; Шупашкар, 1928–1950.

2. Егоров В.Г. Этимологический словарь чувашского языка. Чебоксары: Чуваш.кн. изд-тво, 1964.

3. Желтов М.П. Чăваш халăх философийĕ. Лекци конспекчĕ. Шупашкар: ЧПУ изд-ви, 2010. 92 с.

4. Золотницкий Н.И. Корневой чувашско-русский словарь, сравненный с языками и наречиями разных народов тюркского, финского и других племен. Казань: Тип. Императ. ун-та, 1875. 279 с.

5. Никольский Н.В. Народная медицина у чуваш. Чебоксары: Издание нар.ком. здравоохранения ЧАССР, 1929 . 61 с.

6. Салмин А.К. Праздники, обряды и верования чувашского народа. Чебоксары: Чуваш.кн. изд-тво. 2016.

7. Тимофеев Г.Т. Тӑхӑрьял. Шупашкар: Чăваш кĕн. изд-ви, 2002.

8. Тукташ И.С. Чӑваш фольклорӗ. Шупашкар: Чӑваш кӗн. изд-ви, 1949.

9. Халӑх сӑмахлӑхӗ / Г.Ф. Юмарт пухса хатĕрленĕ. Шупашкар: Чӑваш кӗн.изд-ви, 2003. с. 83.

10. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх архивĕ. III пай. Т. 770. Инв. № 5333. С. 156–159.

11. Чăваш туйĕ / Н.И. Егоров йĕркеленĕ. Шупашкар: Красноармейская типография, 1996. 34 с.

12. Чăваш халăх пултарулăхĕ. Мифсем. Халапсем. Легендăсем. Шупашкар: Чăваш кĕн. изд-ви, 2004.

Сведения об авторах

Доброхотов Константин Сергеевич – студент факультета русской и

чувашской филологии и журналистики, Чувашский

государственный университет имени И.Н. Ульянова.

Ильина Галина Геннадьевна - доцент кафедры чувашской филологии и культуры, Чувашский

государственный университет имени И.Н. Ульянова.