Мускавра Атăлçи халăхӗсен наци тумӗсен куравӗ уçăлнă. Унта чăвашсем те кайнă Ӗнер РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думинче «Атăлçи халăхӗсен XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш çуррипе XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш çурри вăхăтӗнчи йăлари тумтир» курав уçăлнă. Хăнасене ТР Раисӗ Рустам Минниханов ятӗнчен ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, ТР Халăхсен Ассамблеин пуçлăхӗ Фарид Мухаметшин саламланă. Куравра Тутарстан территорийӗнче пурăнакан халăхсен 44 арçынпа хӗрарăм костюмне тăратнă. Çавсен шутӗнче вырăс, тутар, чăваш, мари, мордва, удмурт, кӗрешӗн, пушкăрт халăхӗсен тумӗсем. Тӗплӗнрех