Найти в Дзене
Suvargazeta23

Чăвашла вуламасан, çырмасан чӗлхе мăкалать

Чăвашла вуламасан, çырмасан чӗлхе мăкалать

2025 çулăн иккӗмӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани пуçланчӗ. Сире пирӗн хаклă вулаканăмăрăн çырăвӗпе паллаштарапăр.

Мана Наталья Лазаревна Ильмендеева тесе чӗнеççӗ. Эпӗ 68-па пыратăп. Ачалăхпа яш çулсем Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗ ялӗнче иртнӗ. Киремет шкулӗнче 5 çул нимӗç чӗлхи вӗрентрӗм. Качча тухсан Çарăмсанра бухгалтерта ӗçлерӗм. Халӗ тивӗçлӗ канура: мăнуксене пăхма пулăшатăп, пахчара аппаланатăп.

Чăвашла вуламасан, çырмасан чӗлхе мăкалать. Çавăнпа та чӗлхене кăштах якатас шухăшпа «Сувар» çырăнса илме шутларăм. Хаçатăн 9-мӗш  номерне илсен пӗтӗм ӗçе пăрахса малти страницăран пуçласа вӗçне çитиччен пӗр чарăнмасăр вуласа тухрăм. Эх, мӗнле тунсăхланă иккен эпӗ тăван чӗлхешӗн! Чăвашла вуламанни нумай пулатчӗ. 

Тӗплӗнрех