«Сувара» апрелӗн 12-мӗшӗччен йӳнӗрех хакпа çырăнма пулать! Хаклă вулакансем! Апрелӗн 1-мӗшӗнчен 2025 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли хаçат-журнал çырăнмалли кампани пуçланчӗ. Эппин юратнă кăларăмсене çитес çур çулта та илсе тăрас тесен вăхăта çухатмасăр çыхăну уйрăмне васкамалла. Апрелӗн 2-мӗшӗнчен пуçласа 12-мӗшӗччен вара Раççей Почти çырăнтару декади ирттерет. Çак тапхăрта «Сувара» 2025 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли йӳнӗрех хакпа çырăнма пулать. Тӗп çырăнтару вăхăтӗнчи хак Тутарстанра 6 уйăха 852 тенкӗ те 78 пус-тăк, декада вăхăтӗнче чăвашла кăларăма 749 тенкӗ те 46 пуспа çырăнма пулать. Раççейӗн ытти регионӗсенче хаксем кăштах урăхларах. Майпа усă курăр, тăванăмăрсем! Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093. Чăваш пулар, пӗрле утар – вулар кашни килте «Сувар»! Реклама. 16+ Филиал АО «ТАТМЕДИА» «Редакция газеты «Сувар» ИНН 1655144950 Erid: 2VtzqwwtavD Реклама АО «ТАТМЕДИА».