Найти тему
Тӳпе Юркки

ЮРАТУ ҪӐЛКУҪӖ

Аса килеҫ ачалӑх сӑнӗсем -
Куҫ умӗнчех Мӑн Айкӑш ачисем.
Кунсем хуллен иртейсе пынӑҫем ,
Татах та хаклăрах ҫакӑ ҫынсем.

Пӗр мӑн вӗллеччӗ симӗс пирӗн ял ,
Ӗҫпе те вӑйӑпа кӗрлетчӗ вӑл ялан.
Витсен те хӗлӗ шурӑ утиял ,
Хӑй илемне ман Айкӑш ҫухатман.

Епле хитреччӗ унăн хӗрӗсем ,
Хӑюллӑ та мухтавлӑ каччисем .
Пире пурне те ,пурнӑҫ , хӗрхенсем -
Кунҫул та сывлӑх тӑтӑш ҫитерсем .

Асаннесем те халь асаттесем ,
Эпир пулса та тӑтӑмӑр иккен.
Илетпĕр лавккаран , ав, теттесем -
Мӑнукӑмсем ӳсейччӗрччӗ ӗлккен.

Салатрӗ самана пире тӗрлӗ ҫӗре -
Кашнин хӑйӗн шӑпи те пурнӑҫ ҫулӗ.
Пире ҫитерӗ юратакан чӗре
Тӑван ялах - кунта телейӗм тулӗ.

Тавах сана ,Мӑн Айкӑшӑм , тавах -
Ӑс-пуҫпала юратӑвӑм ҫӑлкуҫӗ.
Сана эп савнине савнӑ пекех савап -
Эс тӗкӗр питлӗ те сип - симӗс пуҫлӑ.