Найти тему
Тӳпе Юркки

УХМАХЛӐХ СЫВ ПУЛТӐР

Эсӗ мӗн, Меджнун * 
Паян ҫуккӑ тетӗн- им?
Акӑ ҫакӑ
Сире хирӗҫ тăракан
Ҫамрӑк арçын
Ухмах мар- им?
Унăн чӗрийӗ ,
Куҫӗ те пуҫӗ ,
Алли те ури
Ҫуккӑ - им?
Эсир
Вӑл
Сире
Курнӑранпа
Ҫывӑрма пӑрахнине
Мӗн тесе хаклӑр- ши?
Унăн ӗҫӗ ӑнмасть ,
Чӗрийӗ чӗтрет ,
Пӗччен чух -
Йӗрет -
Ку мӗн япала?
Сире
Пӗрре кӑна
Курасчӗ тесе ,
Кунĕпе
Йывӑҫсем хушшинче
Вӑрттӑн тӑни -
Ухмахлӑх е ҫук?
Пултӑрах ,пултӑр -
Ухмахлӑх сыв пултӑр !
Ку вӑл -
Юмахри пек таса,
Кинори пек хӗрӳ,
Ҫулӑмлӑ, ҫӑлтӑрлӑ,
Ачаш та айван,
Ҫирӗм виҫӗ ҫулхи
Манӑн
Чи пирвайхи те
Чи юлашки ,
Иктелейлӗ ,
Вилĕмсĕр
Юратӑвӑм.

* Лейли и Меджнун - древняя восточная легенда о любви, пересказанная многими авторами в литературе, музыке, кино и на сцене.
Кому интересно - см. в Википедии
Эсӗ мӗн, Меджнун * Паян ҫуккӑ тетӗн- им? Акӑ ҫакӑ Сире хирӗҫ тăракан Ҫамрӑк арçын Ухмах мар- им? Унăн чӗрийӗ , Куҫӗ те пуҫӗ , Алли те ури Ҫуккӑ - им? Эсир Вӑл Сире Курнӑранпа Ҫывӑрма пӑрахнине Мӗн тесе хаклӑр- ши? Унăн ӗҫӗ ӑнмасть , Чӗрийӗ чӗтрет , Пӗччен чух - Йӗрет - Ку мӗн япала? Сире Пӗрре кӑна Курасчӗ тесе , Кунĕпе Йывӑҫсем хушшинче Вӑрттӑн тӑни - Ухмахлӑх е ҫук? Пултӑрах ,пултӑр - Ухмахлӑх сыв пултӑр ! Ку вӑл - Юмахри пек таса, Кинори пек хӗрӳ, Ҫулӑмлӑ, ҫӑлтӑрлӑ, Ачаш та айван, Ҫирӗм виҫӗ ҫулхи Манӑн Чи пирвайхи те Чи юлашки , Иктелейлӗ , Вилĕмсĕр Юратӑвӑм. * Лейли и Меджнун - древняя восточная легенда о любви, пересказанная многими авторами в литературе, музыке, кино и на сцене. Кому интересно - см. в Википедии