Хӗвеле алăпа хуплаймас,
Ҫӑлтӑрпа ӑшӑнмасть чун-чӗре .
Туйӑма пытарса пурнаймас -
Ҫӗр ҫинче пурӑнатпӑр пӗрре.
Юрамасть . Ӑнланап та - ҫавах ,
Мӗн тăвас, юрататӑп пулсан ?
Мӗн тăвас - тӗнчере эс пурах ,
Мӗн тӑвас , саваймастӑп пулсан ?
Мӗн тӑвас , юрататӑп пулсан,
Мӗн тӑвас, пурнаймастӑп пулсан ?
Мӗн тӑван , юрататӑн пулсан ,
Мӗн тӑван , чӑтаймастӑн пулсан ?