Найти тему
Тӳпе Юркки

Ирина Лампасовӑна

Тур пани санра пур,
Ҫынсемпе тӑванлашрӑн.
Эс чӑнах та маттур -
Ӗҫӳсем темӗн анлӑш.

Чӗрӳри чӗр сăмах,
Пӗтӗм халăх валли.
Вӑл чӑнах та ахах,
Чун ҫине ҫакмалли.

Чӑвашсем пуян мар -
Чунĕсем ялкӑшаҫҫӗ.
Тӳпере - пир( ӗ) н тымар ,
Унта - турăсем пурӑнаҫҫӗ.

Чӑвашсем - ҫветтуйсем ,
Ҫавӑнпа тӗнчене упраятпӑр.
Шӑлна ҫырт та - чӑтсам ,
Ангелсен ӑрӑвне сăмахпа ҫурататпӑр .

С подпиской рекламы не будет

Подключите Дзен Про за 159 ₽ в месяц