Лайӑххисем каяҫҫӗ иртерех -
Ыр ҫын кунҫулӗ кӗскерех- шим?
Кам тапаланнӑ ҫӳлерех -
Ӑна Икарӑн шӑпиех кӗтет- шим?
Лайӑххисем каяҫҫӗ иртерех -
Кайран урам , юмах пулса килмешкӗн .
Ҫӗр хурчӗсем ҫӳреҫҫӗ ҫӗрпелех ,
Пӗрне-пӗри пӳлеҫҫӗ тем ҫитменшӗн .
Лайӑххисем каяҫҫӗ иртерех -
Туприйӗ те вĕсен - чунра кӑна- тӑр.
Ҫеҫке нумай- и ешерет -
Сӗткен паран вулли ан хӑртӑр .