Найти тему
Тӳпе Юркки

Сӑмах

Пӗртен- пӗр шӗлкӑвар сӑмах,
Чуна ҫӗклерӗ уҫлӑха.
Те ку - юмах , те ку - чӑнах ,
Сӑмах сиплерӗ хурлӑха.

- Савни, савни , савни , савни ,-
Чӗре юрларĕ юратса.
Пӗлсемччӗ , тусӑмҫӑм , ҫавна
Сӑну хуплать чунпа ӑса.

Хӗвел савни пекех кулать,
Ҫӑлтӑр савни пекех пӑхать ,
Уйӑх савни пекех тухать, -
Тӗнче савни пек туйăнать.

Мӗнле хитре хӗрарӑм пур,
Епле ун хаклă сӑмаххи .
Телей те эсӗ ырлӑх кур ,
Эс тӗнчере - чи лайӑххи.