Эп никама та кирлĕ мар -
Эп сӑвӑҫ ҫеҫ, эп сӑвӑс ҫеҫ.
Ҫӗре кайман ман чӗр тымар -
Эп ӗмӗт ҫеҫ , эп шухăш ҫеҫ.
Эп никама та кирлĕ мар -
Эрех ӗҫмес , чӗлӗм туртмас.
Ҫӗре кайман ман чӗр тымар -
Ҫынпа пӗрле нихăçан утмас.
Эп никама та кирлĕ мар-
Ман туйӑм ҫеҫ, эп хам кӑна.
Ҫӗре кайман ман чӗр тымар -
Эп сӑвӑҫ ҫеҫ - кӗтмен хӑна .