Найти тему
Тӳпе Юркки

Юрату

Каллех вӑранчӗ ман чӗре -
Ҫут туйăмсем шевле сапаҫҫӗ.
Эп юратса миҫе хӗре -
Татах ман техӗме сыпасчӗ.

Тӗнче парни - хӗрарӑмра,
Савни вӑл - пунӑҫ та телей.
Унпа - кунҫулӑм вӑрӑмрах ,
Вӑл маншӑн - алӑри хӗвел.

Юратнӑ ҫын ӑшшӑн пăхсан,
Ҫупӑрласан ачаш алсем,
Иксӗмӗр те ӑсран тухсан -
Кирлех- ши сирĕн сăмахсем ?

Ах , йывӑр- ҫке сӑвӑҫ пулма -
Чӗре ҫурса чун валеҫме,
Ялан вунҫиччӗре юлма ,
Куҫҫульлӗ юрату ӗҫме.

Каллех вӑранчӗ ман чӗре,
Каллех мана савма ыйтаҫҫӗ.
Сӑмахӑм ҫеҫ: -" савни пӗрре ",
Чӑн пурнӑҫра - пурте суяҫҫӗ.