Найти тему
Тӳпе Юркки

Сан куҫусем - ҫут ҫӑлтӑрсем

Хӗвел пекех санӑн куллу,
Ҫерем ҫырли сан тутусем .
Чунра юлать ҫак тӗлпулу,
Иртсессӗн те нумай кунсем.

Сан куҫусем - ҫут ҫӑлтӑрсем
Сӳнеймӗҫ маншӑн нихӑҫан.
Тархасшӑн, вӑрттӑн пӗлтерсем,
Манпа пулан-ши эс хӑҫан?

Сана кӗтсе чӗрем сурать,
Телейпе хурлӑх ӑмӑртаҫҫӗ.
Ҫитейӗп тӳпене ҫурран -
Шӑпамӑра унта татаҫҫӗ .

Пӗр саншӑн ҫеҫ чӗрем ҫути,
Пӗр саншӑн - турӑ умӗнче.
Пӗр пултӑр пурнӑҫӑн утти,
Пире пил тутӑр ҫут тӗнче.