Асаилӳ ҫути ҫунать ҫаплах -
Курас килет сана кунран- кунах.
Куҫ умӗнчех вунҫиччӗри пике -
Пĕрремĕш хут хӗретнисем пите .
Асран тухмасть пĕрремĕш чуптӑву,
- Савни ,- тесе вут - ҫулӑмпа хыпни.
Чӗр туйӑмпа ҫуралнӑ сан сӑвву ,
Алла- алӑн улӑх тӑрӑх чупни.
Телейлӗ те хӗвеллӗ самантсем ,
Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх , юмах пек юрату .
Ӑҫта кайса саланчӗҫ- ши вӗсем -
Чунра пылак та йӳҫӗ ырату.
Кунсеренех тухать савнин хӗвелӗ,
Асаилӳн ҫап- ҫутӑ ҫӗршывне.
Унта вара чӗреҫӗм те телейлӗ ,
Туймастӑп эп ҫулсем пусарнине .
Тавах сана , ыр чунлӑ чӑваш хӗрӗ,
Ку тӗнчере санран хаклийӗ ҫук.
Сан ятупа ҫӗре те эпӗ кӗрӗп ,
Ӗмӗрлӗхе те хывӑп такăр ҫул.