Найти в Дзене
Шухӑш

Ӗмӗтленнӗччӗ – сасартăк пурнӑҫланчӗ!

Ҫак савӑнӑҫлӑ хумханупа тулнӑ пуплевӗш кашнийӗн пурнӑҫӗнче янранӑ пуль. Паян кӗтмен ырӑ хыпарпа паллашрӑм: Венера Пайгильдина «Ирхи тӗпел» кӑларӑмра интервью панӑ! 22-мӗш июньтен вара асран тухмасть актрисӑн юлашки сӑнарӗ – «Куккук куҫҫулӗ» (ҫыраканӗ – Юхма Мишши, режиссёрӗ — Борис Манджиев, Калмыкирен йыхравланӑскер) спектакльти Эльза сӑнарӗ. Ҫакӑн хыççăн интернетра актрисӑн интервьюне шырама пуҫларӑм, нимех те тупаймарӑм. Паян вара ӗмӗтӗм пурнӑҫланчӗ! Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн Контактри ушкӑнӗнче ҫӗнӗ видеона асӑрхасан тӳрех курма пуҫларӑм, аннене те пӗлтӗртӗм. – Тавах Турра. Ман ӳкӗнмелли ҫук, эп телейлӗ ҫын... Ырӑ ҫынсем самаях пулчӗҫ ман пурнӑҫра. – тет артист. Курма кӑмӑллӑ «Ирхи тӗпел» хӑнине – ҫутӑ куҫлӑскер, хитрескер, ытарайми! Хура тата симĕс тӗслӗ хӑлха ҫакки, симӗс куҫлӑ ҫӗрӗ, лӑпкӑ симӗс тӗслӗ, тӳмеллӗ вӑрӑм кӗпе (платье-рубашка), ҫутӑ хӑмӑртарах шӑлавар тата чупмак (кроссовки)! Мӗн тери килӗшӳллӗ. Эльза сӑнарӗ пирки те ыйту пачӗ ертсе пыракан. Ку пит

Ҫак савӑнӑҫлӑ хумханупа тулнӑ пуплевӗш кашнийӗн пурнӑҫӗнче янранӑ пуль. Паян кӗтмен ырӑ хыпарпа паллашрӑм: Венера Пайгильдина «Ирхи тӗпел» кӑларӑмра интервью панӑ!

«Ирхи тӗпел» кӑларӑм хӑни – Венера Пайгильдина, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ. 05.07.2022
«Ирхи тӗпел» кӑларӑм хӑни – Венера Пайгильдина, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ. 05.07.2022

22-мӗш июньтен вара асран тухмасть актрисӑн юлашки сӑнарӗ – «Куккук куҫҫулӗ» (ҫыраканӗ – Юхма Мишши, режиссёрӗ — Борис Манджиев, Калмыкирен йыхравланӑскер) спектакльти Эльза сӑнарӗ. Ҫакӑн хыççăн интернетра актрисӑн интервьюне шырама пуҫларӑм, нимех те тупаймарӑм. Паян вара ӗмӗтӗм пурнӑҫланчӗ! Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн Контактри ушкӑнӗнче ҫӗнӗ видеона асӑрхасан тӳрех курма пуҫларӑм, аннене те пӗлтӗртӗм.

«Ирхи тӗпел» кӑларӑм. Марина Карягина тата Венера Пайгильдина.
«Ирхи тӗпел» кӑларӑм. Марина Карягина тата Венера Пайгильдина.

– Тавах Турра. Ман ӳкӗнмелли ҫук, эп телейлӗ ҫын... Ырӑ ҫынсем самаях пулчӗҫ ман пурнӑҫра. – тет артист.

Курма кӑмӑллӑ «Ирхи тӗпел» хӑнине – ҫутӑ куҫлӑскер, хитрескер, ытарайми! Хура тата симĕс тӗслӗ хӑлха ҫакки, симӗс куҫлӑ ҫӗрӗ, лӑпкӑ симӗс тӗслӗ, тӳмеллӗ вӑрӑм кӗпе (платье-рубашка), ҫутӑ хӑмӑртарах шӑлавар тата чупмак (кроссовки)! Мӗн тери килӗшӳллӗ.

Эльза сӑнарӗ пирки те ыйту пачӗ ертсе пыракан.

Ку питӗ интереслӗ ӗҫ пулчӗ тӗрӗссипе. Питӗ пултаруллӑ режиссёрпа ӗҫлеме май килчӗ, ку вӑл – телей. Питӗ пултаруллă ушкăн килчӗ пирӗн пата.
...
Эп ҫак роле тума тӑрӑшнӑ чухне нимӗҫ хӗрарӑмӗ тесе мар, ХӖРАРӐМ тесе, ҫавна шырарӑм. Мӗн ыратать унăн, мӗн ӑна хумхантарать, мӗн ӑна кулянтарать, мӗн, мӗн, мӗн... Ҫав ӑшчикне ытларах шырама тӑрӑшрӑм. Мӗне пула вӑл ҫапла тӑвать, мӗне пула вăл кун пек тӑвать... Хӗрарӑм енчен ытларах пӑхма тӑрӑшрӑм, чун енчен... Пулчӗ пуль тесе шанас килет.

«Куккук куҫҫулӗ» спектакльӗн сыпăкне те кӑтартрӗҫ кӑларӑмра.

«Куккук куҫҫулӗ» (ҫыраканӗ – Юхма Мишши, режиссёрӗ — Борис Манджиев)
«Куккук куҫҫулӗ» (ҫыраканӗ – Юхма Мишши, режиссёрӗ — Борис Манджиев)

Ҫав йывăр туйăмлӑ сыпӑка пӑхса ларнӑ чух артист, М. Карягина пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗме пуҫланӑ иккен... Чӑн та, артист пулма ҫӑмӑл мар.

Марина Карягина: Эппин, калама пултаратни, тен, кашни артистшӑн чи юлашкинчен калӑпланӑ пысăк сӑнар чи ҫывӑххи, чи пысăкки пек туйӑнать. Ҫавӑн пек мар-и?

Артистка ку шухăшпа килӗшет.

Кӑмӑл пулсан эсир те курма пултаратӑп

Ирхи тĕпел. Венера Пайгильдина. Выпуск от 05.07.2022 - ГТРК Чувашия