Найти тему

СĔРЕН–СĔРЕМ (Вирем)

СĔРЕН – СĔРЕМ (Вирем/Виреми )

СĚРЕН [сьрен’] – обряд изгнания злых духов и болезней; у верховых и части средненизовых чувашей назывался вирĕм. С принятием чувашами православия претерпел существенные изменения, вследствие чего информация об этом обряде в источниках противоречива. Указываются разные сроки проведения – в последний день калăм , в четверг или субботу недели мăнкун (неделя МĂНКУН/МУНКУН завершается с Сĕрен) , в первый или второй день Пасхи . Изна­чально участниками обрядовых действий выступали пожилые мужчины, для которых подростки заготавливали в ближней роще охапки рябиновых прутьев, приносили сухие ветки для обрядового костра. Под вечер мужчины собирались на восточой окраине села, некоторые с трещотками, сделанными из вяза; среди них был музыкант с шăпăр . Выбирали главу обряда (Серем пуçĕ), старосту, десят­ского, казначеев и др. «должностных» лиц. После молитвы направлялись к крайнему дому с обрядовой песней под наигрыш пузыриста. У казначеев были сумы (такмак) для складывания угощений, некоторые несли перевязанные пучки прутьев. Десятский палкой стучал в ворота, хозяин к их приходу во дворе ставил стол с угощением (пиво, выпечка, сырки, яйца и др.). Пришедшие входили в жилище, совершали ритуальное хлестание прутьями членов семьи, углов и стен избы, затем во дворе – стен строений, при этом произносили заклинания, изгоняя таким образом злых духов и вызываемые ими болезни людей и домашней живности. В некоторых местностях полагали, что при этом покидают двор и души умерших, явившихся на МĂНКУН-МУНКУН. Сломанные прутья (их подбирал один из участников) заменяли новыми. Затем хозяева угощали пришедших. Обойдя деревню, участники обряда возвращались на окраину селения, разводили костёр и варили кашу, угощались. Прутья, трещотки бросали в огонь.

После христианизации постепенно обряд Сĕрем упростился, всё более принимая форму игры, к концу 19 века основными участниками стали подростки. Они из своей среды выбирали ведущих, обходили дворы. Завершив обход, бегом возвращались на околицу (это называлось Сĕрем чупни, буквально - бег наперегонки в Сĕрĕм), разводили огонь, кое-где варили кашу из собранной крупы, угощались, под конец прыгали через костёр. В начале 20 в. обряд перестал исполняться.

Сĕрен. Записано в 1906 г. в д. Тенеево Стерлитамакского уезда Уфимской губернии.

Аслă мункун иртсен иккĕмĕш кун тунти кун каçпала хĕвел ансан сĕрене пуçтарăнаççĕ. Первай ял вĕçĕнчи çурта. Кăçал эп те карăм, çавăнпа çырас турăм мĕн курнисене. Сĕрене ак мĕлле тăваççĕ. Вăрмана кайса пилеш хул[л?]и касса килчĕç. Çав хĕринчи çурта кĕчĕç. Унта пуçтарăнчĕç пĕр алă-утмăл çын. Атăр-тĕр полковник суйлар, ‒ терĕç. – Кам кĕрет? – тесе кăçкăраççĕ. Пурте полковник пулассисем килеççĕ, анчах пĕри те ахаль пуласси килмест. Унтан ак! Мĕн шукăшласа тупрăç: ‒ Атĕр кашнине пĕр çăмартасăр хурар, ‒ терĕç. Ну юрĕ, ну вçотăки шăпăрçă кирлĕ. ‒ Динĕс, кĕретни шăпăр калама? – терĕç. ‒ Кĕреп, ‒ терĕ Денис, ‒ парăр вун пилĕк çăмарта. ‒ Ну юрĕ, парас, ‒ терĕç. Тăрсан-тăрсан тăта нумай халăх килчĕ, ута пĕр Вăкăр ывăлĕ Тимофей те килчĕ. Унтан ытрĕç: ‒ Шăпăр калатни? ‒ Калап, ‒ терĕ. ‒ Миçе çăмарта ытан? – терĕç. ‒ Вунă, ‒ терĕ. Халăх каларĕç: ‒ Вунă нумай-тăр пулĕ, пилĕк çитĕ, ‒ терĕç. Леш пилĕкпе килĕшрĕ. Халăх каларĕ: ‒ Атĕр полковник суйлар! – терĕç. ‒ Кама хурар? ‒ Мĕн аптăраса тăратпăр, Улай салтака хурар. ‒ Юрĕ, ‒ терĕç. И çав сехетрех Улая полковник туса та хучĕç. Унтан тата каларĕç: ‒ Тăта полковникĕн помощникĕ кирлĕ, ăна хурас, ‒ терĕç, ‒ Çерçи Хĕлипне. ‒ Юрĕ, ‒ терĕç. Унтан хулă пухакан саршанщик хурас, турăç ăна та, тупрĕç Йрмушка внукне. Ну ĕнтĕ çăмарта пухма ик çын кирлĕ, унта ахаль кĕмеççĕ, парас, терĕç, вунă пуçне вишер çăмарта. Ну ĕсене те тупрĕç. Унтан тăта ĕçен хыçĕнчен тăта икĕ çын: «Пачĕç-и, памарĕç-и?» - тесе ытса çӳреме икĕ çын суйларĕç, икшер çăмарта парса вунă пуçне. Сĕрен хусканса карĕ. Полковник каларĕ: ‒ Ачасем, авалхи йăлана пăрахас мар, ‒ терĕç. – Кама панче тутар пур – вăлна хĕнĕр, кам панче çук – иртсе кайăр, ‒ терĕ. Çавăнтан сĕрен тухрĕ те, ăрам тăрăх юрласа кайрĕç. Ак çапла: Иккĕн те виççĕн – пĕр тăван, Пĕр пĕчченçи пуçпа мĕн тăвас? Пĕр пĕччен мар-çке, пĕр Турă пур, Турă çĕклесен ирĕке пур, ‒ тесе. Ял вĕçĕнчен тепĕр вĕçне масар патне тухса кайрăмăр. Унта пурте пĕрн çĕре пухăнса тăтăмăр. Пирĕн полковник илчĕ те çăкăрпа çăмарта кустарса ячĕ. Унтан хулăсене пуçтарса илчĕ те, вут чĕртрĕç те, кашни вут урлă сиктерчĕç те, вара таврăнса кайрăмăр.

Сĕрен такмакĕ Записано в 1924-1927 гг. в д. Старое Афонькино Бугурусланского уезда Самарской губернии от 16-летнего М. Никанорова А.И. Васильевым-Емелькинским. ‒ Тимухха пиче-ев! Чап-чап чанки-и! Кĕл вучахĕнче икĕ çăмарта пулмĕ-ши-и? Ытах икĕ çăмарти пулмасан, ушу юпи тăрринче икĕ пус укçи-и (тăсса) пулмĕ-ши-и? Ытах икĕ пус укçи пулмасан, хуйккан [Слова хуйккан в Словаре Н.И. Ашмарина нет] тăршшĕ хас пулмĕ-ши-и? Эпир каламастпăр, ачасем калаççĕ. Çак сăмахсене сĕрен пуçлăхĕсем иккĕн, пӳрте уçса, алăкран кĕмесĕр калаççĕ. Ачисем: ‒ Сĕрен, сĕрен! – тесе, ушкăнĕпе кăшкăраççĕ. Шатăрне шатăртаттараççĕ. Лашан çинçе пыршине çуса, аршăншар касса, ун ăшне туранă аш тултараççĕ, унтан, кăмакана лартса, шăртана типĕтнĕ пек типĕтеççĕ. Вăл вара хас пулать.

Сĕрен Пирĕн чăваш хушшинче ĕлĕкхи йăлапа сĕрен тăваччĕç. Халь çав сĕрене тума пăрахни пĕр ултă çул анчах. Вăл сĕрене ак çапла тăваччĕç: как мункун пулсан тунти кун каç тапратаççĕ тума, каяççĕ пĕр виçĕ ач [т.е. ача] та вăрмана, унта вăсем касаççĕ хулă, хĕрĕх пĕр пилеш хулисем, унтан тавăрăнсан пухăнаççĕ пĕр пӳрте. Вара тапратаççĕ сĕрен тума. Первей пӳрте кĕрсенех: ‒ Чир-чĕр кайтăр, чир-чĕр кайтăр, ‒ тесе пӳртре мĕн пурине те çапаççĕ. Унтан ыйтаççĕ: ‒ Эсĕ пирĕнпе пĕрле çӳретни? – теççĕ. Вара кил хуçи калатĕ: ‒ Çӳретĕп, ‒ тет. Унтан тата калаççĕ: ‒ Эсĕ пире çакăн чул çичĕ çĕр халăха ĕççе-çыма ирĕк паратни? Кил хуçи калатĕ: ‒ Парап, мантан ирĕк, выльăр-кулăр, ‒ тет. Вара çав сĕрен халăхи тапратаççĕ юрлама: Айтăр каяр сĕрене, Эпĕр каймасан, кам каяс.Унтан тата: ‒ Ура-ура! – Тата: ‒ Ура! – кăçкăраççĕ. Вара хуçа чĕнетĕ: ‒ Эй, çичĕ çĕр халăх, апата килĕр, ‒ тет. Унтан сĕрен халăхĕ пыраççĕ те кашни пĕрер татăкшар илеççĕ, вăсем пурте çысан хуçана пуç çапаççĕ. Пуç çапса тăрансан тата: ‒ Ура-ура, чалтан ура! – теççĕ. Вара вăсем юрлаççĕ: Атьăр каяр сĕрене, Эпир каймасан, кам каяс, ‒ тесе юрлаççĕ. Вара çав сĕрен халăхне икĕ çăмарта, пĕр кукăл[ь] параççĕ. Çав сĕренсем çĕрĕпе кашни пӳрте çӳреççĕ, хăшĕ пӳрте кĕмесен, вăсем теприн патне параççĕ [пыраççĕ ?]. Вара çӳресе пĕтерсен тепĕр куне пăрахма каяççĕ, унта вăсем çăмартысене [так] валеççе параççĕ. Çăмартысене çысан пурте тапратаççĕ тунтирисене [так], çĕлĕкисене çӳлелле переççĕ. ‒ Чир-чĕр кайтăр, чир-чĕр кайтăр, ‒ теççĕ. Унтан тăхăнаççĕ те, хулысене [так] утса яраççĕ, юлашки апачĕсене пăрахса пĕтереççĕ. Унтан калаççĕ: ‒ Пур чир çакăнта юлтăр, ‒ теççĕ те. Вара пĕрер ташлаççĕ. Çав сĕрене пирĕн пĕр йăвăç кутне тухса пăрахаççĕ. Çав йăвăçа халь те хăшĕ укçасем пăрахаççĕ: ‒ Унта сĕрен пур, çав пире сымарлатать пулĕ, ‒ теççĕ.

Записано [в 1910 г. среди низовых чувашей] вольнослушателем Казанской церковно-учительской школы Алексеем Васильевым. Сĕрен. Вилнисене ирттернĕ хыççăнах сĕрен ӳреме тапранат. Пĕр вăтăр-хĕрĕх çын е ытларах та пуçтарăнаççĕ те, хăйсен хушшинчен пуçлăхсем суйлаççĕ. Чи асли виççĕ пулат: полковник, майор, шаршан; тата икĕ кĕçĕнни, вĕсене капралсем теççĕ. Унтан вара сĕрене (сĕрен епле пулнине чи юлашкинчен каланă) илеççĕ те, старостаран пуçласа килĕрен-киле ушкăнĕпе юрласа-ташласа çӳреççĕ. Сĕренте хĕри-пăраçсем çӳремеççĕ; унта çитĕне пуçланă ар çын ачасемпе авланнисем, ватăла пуçланисем кăна çӳреççĕ. Чи малта, пĕр-ик-виç хăлаçра, çуйăхса пыракан сĕрен ушкăнĕ умĕнче аслă пуçлăхĕсем пыраççĕ. Çак ача ушкăнне умĕнчен те, хыçĕнчен те икĕ капрал паткасемпех сыхласа пыраççĕ; тараканнисене патакисемпе пит хытă кастараççĕ. Иккĕн ăрама ик енлетсе сĕрене кӳртессипе кӳртмессине пĕлсе пыраççĕ, тата иккĕн мишуксемпе сĕрен валли çăмарта, пĕлĕм пуçтарса пыраççĕ. Ăрам тăрăх пынă чух сĕрен йăтса пыраканни: ‒ Сĕрен, сĕрен! – тесе сĕренне шатăртаттарать. Вăл пӳрт патне çитсен: ‒ Сĕрен яратни?! – тесе кăшкăрать. Кил хуçи: ‒ Яратăп, ‒ тесе пӳртĕнчен сас парать. Вара кĕсем ушкăнĕпе кĕпĕрленсе пӳрте кĕреççĕ. Кĕнĕ майăнах кил хуçи сăра куркипе сăра тытса сак çине ларат; ун çумне ик енлетсе сĕрен начальникĕсем пыра-пыра лараççĕ; вара мĕн пур ушкăн вĕсене ӳксе пуç çапат. Кил хуçи ушкăн ачана пуç çапнă вăхăтра сăмах калать: ‒ Чипер çӳрĕр, çыврас килсен те ан тарăр, вилнисене аван ирттерсе ярăр. Тăрăр, ‒ тет. Вара пурте кĕр тăраççĕ. Начальникĕсем сĕтел хушшĕне кĕре-кĕре лараççĕ. Сĕтел çине яшка-çăкăр, эрех, сăра хатĕрлесе хунă пулат. Хуçа ĕçтерме тытăнат; ачисене пурне те эрех, сăра-мĕн ленкмеçт, çапах та юрăпа-ташăпа пĕтĕм пӳрт янтăраса, кĕрĕслетсе кăна тăрат. Çапла вара кашни кӳртекен патне кĕрсе ĕçсе, ташласа тухаççĕ. Сĕрен валли мишуксемпех пуçтарса çӳрекеннисем пĕтĕм яла çӳресе масар енчи касăри чи вĕçĕнчи киле чарăнаççĕ. Пăртак тăрсан сĕрен те вĕсем патне çитет; час çитеймесен вĕсем хăйсем сĕрен патне çӳреме каяççĕ. Сĕрен юлашки киле çитсен пуçтарăннă çăмартасене пĕçерттереççĕ те, пĕлĕмсемпе пĕрле çиеççĕ. Унтан вара юлашки юлнă пĕлĕмсене тата пĕр çăмартине ушкăнĕпе масар çине кайса: ‒ Масар пуç, Мирун, умăнта пултăр, ‒ тесе ывăтаççĕ. Сĕренне те çавăнтах пăрахса хăвараççĕ. Çак вăхăтра çурăм пуç шурала пуçлат, ачасем вара ыйхисем килнипе сĕнксе килĕсене саланаççĕ. Çапла çӳрени ялтан вилесене масар çине ăсатни пулат, теççĕ.

Шатăртттарса çӳрекен япалине сĕрен теççĕ. Ăна ак епле тăваççĕ: чухрах çын чики тăршĕ ик хăма тупаççĕ, вĕсене чутласа, саваласа сарлакăшне ал лаппи çукрах, хулăмăшне пӳрнели анчах хăвараççĕ. Çак хăмасене пĕр енчи пуçсене шит ытларах хăмана ийĕпе шăтарса тĕреклĕ тыттараççĕ. Хăмасен тепĕр енчи пуçсене пысăкрах пăрапа шăтараççĕ. Унтан юмантан пашалу йĕтĕрĕ пеки тăваççĕ те, унăн ик вĕçне те хăмасен шăтăкĕсенче ирĕккĕн çаврăнмалла картаççĕ. Йĕтĕрĕн пĕр пуçне алă тытма вăрăм хăвараççĕ. Пĕтĕм йĕтĕре йĕри-тавра валакласа пĕтереççĕ те, хăмасен шăтăкĕсене урлă кӳртсе вырнаçтараççĕ; чике тăршшĕ хăмасене урлă тата виç урлашка шăтарса лартаççĕ, вара çак урлашкасен хушшине сренĕн тăршшĕпе тăратма çатан авнă пек пĕр виç пӳрне сарлакĕш çӳхе хăма авса хураççĕ; авса хунă хăман пĕр вĕçĕ йĕтĕрĕн хут хăш картлашкине те ленксе тăрат. Унтан йĕтĕрĕн алă тытакан вĕçĕнчен тытаççĕ те, сĕрене йĕтĕр тавра çавраççĕ; сĕрен хытă çаврăннипе авса хунă хăми йĕтĕрĕн картлашкисене ленксе элем-селем шатăртатать.