Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа кăçал 175 çул çитет.Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Иван Яковлевичăн çуралнă кунне çĕршыв шайĕнчех уявлама хушрĕ. Кашни чăвашшăн хаклă çак куна шкулсенче, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренекенсем сумлăн паллă тума хатĕрленеççĕ.Чаплă, хисеплĕ çыннăмăр пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе туллин паллашас тĕллевпе тĕрлĕрен ĕçсем йĕркелеççĕ. Эпир те сире, хаклă вулаканăмăрсем, И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă викторинăна хутшăнма сĕнетпĕр. Унăн ыйтăвĕсем вара çапларах. 1. И.Я.Яковлев хăçан тата ăçта çуралнă?
2. Унăн ачалăхĕ çинчен мĕн пĕлнине çырăр.
3. Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ?
4. Ǎна чăваш ачисене Чĕмпĕре пухса вĕрентме камсем пулăшнă?
5. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчи пĕрремĕш вĕренекен кам пулнă-ши? Ун çинчен кĕскен çырса кăтартăр.
6. 1871 çулта Иван Яковлев кам йěркелесе пынипе тата кам пулăшнипе чăваш алфавитне тăвать? Çав алфавитра миçе сас палли пулнă?
7. И.Я.Яковлевăн букварĕн малтанхи кăларăмĕ хăçан пиче