Эп ӑнланмастӑп ҫынсене :
Ҫаплах вӑрҫаҫҫӗ темӗнччен .
Мӗскер ҫитмест- ши вĕсене -
Тем те ӳсет- ҫке ҫӗр ҫинче.
Эп ӑнланмастӑп ҫӗршыва :
Мӗскер тума ҫапӑҫмалла ?
Эс мар хуҫа ҫӗрпе , шывпа ,
Эппин , мӗншӗн пайламалла ?
Эп ӑнланмас халăхсене :
Пӗрне -пӗри юнанине .
Чунпа эпир тӑвансемех -
Пурин те пур атте , анне.
Эп ӑнланмастӑп тӗнсене :
Тӗнче турри пӗрре пулсан.
Кайран хыҫатпӑр ӗнсене -
Тӗнрен пулса тӑрсан тусан .
Ман ырӑ шухӑш ҫаплалла -
Пӗртен-пӗрре пирӗн - анне.
Ҫӗр-аннене ҫеҫ савмалла ,
Пуҫ ҫапмалла - хӗвел енне .
Пӗтӗм шыва тасатмалла -
Аннен вӑл юнӗ те чӗри.
Пурнӑҫ ҫавах вӑл - малаллах ,
Анчах кирлӗ - анне чӗрри.
Ӑна халь йывӑр тем пекех ,
Ачи ытла та ӑссӑртан.
Этемлĕх тамӑка лекет ,
Хуҫа пулма пăрахмасан.
Вӑл ҫуратман планетăна -
Эпир кунта - хӑна кӑна .
Эппин, кӗрес пирӗн тӑна :
Анне вилсен - эпир кама ?