Найти тему
Тӳпе Юркки

ЧУН ЙӐВИ

Чун уҫӑлать те хупăнать -
Кам тул енче - шала кĕрет.
Кӗрес текенӗ тупӑнать ,
Анчах унта вырӑн пӗрре.

Саншӑн яри уҫрӑм чуна -
Тасатӑпӑр пӗрле ӑна .
Ан пулччӗ эс хӑна кӑна ,
Юлсамччӗ ӗмӗрлӗх унта.

Чи ырӑ туйӑм - саншӑн ҫеҫ,
Чунӑн ӑшши те ун ҫути .
Эс - манӑн пурнӑҫри чӗкеҫ ,
Ҫавӑр йӑва таҫта ҫити .

Пӗр пушӑ вырӑн ан хӑвар -
Сана веҫех эп йышӑнатӑп.
Пылпа сӗрен- ши е тӑвар ,
Чуна пӗҫерӗн е шӑнтатӑн ?

Хуть те мӗнле пулсассăн та -
Сана саватӑп чӗререн.
Шӑнкӑравлӑ санӑн сассунта ,
Ҫуралчӗ пурнӑҫ ҫӗнӗрен .