Найти тему
Тӳпе Юркки

МАНӐҪМИ ЮРАТУ

Мӗн ачаран эп ӗмӗтленнӗ,
Сана ҫеҫ курнӑ тӗлӗкре .
Илемлӗ туйӑма ӗненнӗ ,
Вӗҫейнӗ шухӑш ирĕкре .

Ҫулсем иртсен хӑюлӑх тупнă ,
Чӗре пĕлтернĕ чĕрене .
Ун хыççăн ҫулӑмӗ те хыпнӑ ,
Ҫунтарнӑ туйӑм чунсене .

Тем чуль савсан та пӗр- пӗрне ,
Пӗрле пулма шӑпа пӳрмерӗ.
Тухсассăн юханшыв хӗрне ,
Эп сахал мар унта йӗрмерӗм.

Хĕнпе иртеҫҫӗ кунӑмсем ,
Юлаҫҫӗ манӑҫса хыҫа .
Сан ҫӑлтӑр евӗр куҫусем ,
Паян та пурнӑҫпа хуҫа .

Санӑн куллу аса килсен ,
Мӗскер- ши манӑн тумалла ?
Ҫӳл тӳпене алла илсен ,
Сана ҫеҫ эпӗ памалла .

Пиншер ҫынтан пӗртен-пӗр эс ,
Хӗвел шевли пек килӗшен.
Эс ман турамӑшӗ , хĕрес -
Манпа хӑҫан-ши пӗрлешен ?