Ман ним те ҫук ку тӗнчере -
Чунпа чӗре ҫеҫ хӗвел пек.
Пуянлӑх манӑн - чечекре ,
Унпа телей эп пӗвелеп .
Ҫӳл тӳпене пӑхса илсен ,
Мана пӗр ним те кирлĕ мар.
Сар кайăксем вӗҫсе килсен ,
Вӗсем патне ӳсет тымар.
Ман тӑвансем - чӗр курӑксем ,
Пилешӗ , хурӑнӗ , паланӗ .
Пӗтӗм чӗрчунӗ - турӑсем ,
Кашни куҫра - вӗсен саламӗ.
Епле пӑхаҫҫӗ юратса ,
Ним те ыйтмасăр пирӗнтен.
Эпир ҫӳретпӗр хӑратса -
Этемлĕх хытӑ иртӗнет.
Ялан сыв пултӑр ҫутҫанталӑк -
Ун чух кӑна телей тулли !
Таса ҫӑлкуҫ - ку чӗрӗ палăк,
Пурнайччӗр тилӗ те пулли.
Эп ҫав тери пуян этем -
Ман чун- чӗре - пурин валли .
Ыр кӑмӑлпа таҫта ҫитем ,
Ман сӑмахсем - телей алли .
ТЕЛЕЙ АЛЛИ
Около минуты
14 декабря 2022