Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

ХӖРАРӐМ ЧИРӖ

Каллех телейлӗ ман чӗре ,
Каллех эпӗ вунҫиччӗре .
Пулать- ши юрату пӗрре -
Е вӑл ҫӳрет ялан пӗрле ?

Каллех эп хытӑ юрататӑп ,
Каллех эп сӑвӑсем ҫыратӑп .
Тен , ҫӗр ҫинче - пурте театр ,
Эпир спектакльсем лартатпăр?

Каллех - тӗлӗнмелле хӗрарӑм ,
Каллех тӳпе аса килет .
Каллех вӑл - арлӑ ҫамрӑк арăм ,
Хӑҫан-ши ку камит пӗтет ?

Мӗскер тӑвас- ши ман хама -
Хӑҫан иртет хӗрарӑм чирӗ ?
Йӗри-тавра - аҫа , ама -
Вӑт ҫавӑнпа ҫук канлӗх пирӗн .