Пирвайхи юрату - пурнӑҫри пĕрремĕш ҫуркунне : чи ӑшши , ҫепӗҫҫи , ачашши, ӗмӗрлӗхе тӑсӑлакан техӗмлӗ ҫӗмӗрт- сирень шӑршӑлли , хӑлхара яланлӑхах юлнă юратӑва мухтаса юрлакан шӑпчӑк юррилли , пирӗншӗн кӑна карӑннӑ кӑн- кӑвак тӳпепе сап- сар хӗвелли , эпир утнӑ сип- симӗс курӑкли , пирӗн ӑшӑ каҫсемпе ҫап- ҫутӑ, ҫывӑхрах курăнакан , савнине пуҫтарса пама шантарнӑ ҫӑлтӑрсемли , пире ялан сӑнакан , ырӑ- ырӑ ҫутине сапалакан ҫут уйӑхли , ӑшӑ ҫумӑрлӑ ,телейпе тулнӑ , манӑҫми ҫуркунне.
Эс юратакан хӗрача та - тӗнчере чи хитри , ҫепӗҫҫи те ырри . Куҫа курӑнман ҫулӑмпа вӑл ҫунать , ҫав хӗрӳлӗх сана та вутлантарать , илемлетет , чунпа чӗрене яриех уҫса халиччен нихӑҫан та каламан юратун сӑмаххисене калаттарать , чунпа кӗлеткесене ҫывхартать , юратакан чӗресен кӗвӗллӗ таппипе икӗ ҫыншӑн кӑна пиҫекен телей ҫырлине тутантарать .
Асамлă юрату тӗнчи - унтан хитри пулма пултараймасть : ӗмӗт- шухӑшӑн ҫӑтмахӗ , ҫамрӑклӑхӑн шап- шурӑ урхамахӗ, чуна витен купăс сасси , яш-