Эп кайрӑм халь инҫе , савни ,
Нихҫан та урăх таврăнмастăп.
Эп пулнӑ саншӑн тур парни -
Эсӗ ҫавна та ӑнланмастӑн .
Эп сӑвӑ ҫырнӑ сан ҫинчен ,
Ылтӑн айне вӑт тӑваймарӑм .
Пирӗн пурнӑҫ юлать инҫе -
Сывпул , пĕртен- пӗр манӑн арăм .
Ҫук телее те шырамастӑп ,
Пурах пулсан - хӑех килет .
Хыҫа та ҫаврӑнса пӑхмастӑп -
Тӳпе кам тӗрӗсне пӗлет.
Эп кайрӑм халь инҫе, савни,
Нихӑҫан та урăх тӗлпулмастпӑр .
Эс пулнӑ маншӑн тур парни -
Анчах та эпӗ каҫармастӑп.