Найти тему
Тӳпе Юркки

ТӲПЕ ПАРНИЙӖ

Чӗре кӗтейнӗ хаклӑ ҫыннӑм ,
Тӳпе парнийӗ эсӗ маншӑн.
Пӗчченлӗхре мӗн чухлӗ ҫунтӑм -
Тавах сана мана суйланшӑн .

Пирĕн умра - ҫынсемлӗ тинĕс,
Кунсен тем тӗрлӗ каруселӗ .
Пурнасчӗ , тусӑмҫӑм , пӗр тикӗс ,
Ӗҫесчӗ ананас киселӗ.

Тӗлӗнмелле ҫак пурнӑҫра
Сана тупни - чӑн тӗлӗнтермӗш.
Турамӑшпе те курнӑҫан -
Ӑна савни - ку , чӑн - пĕрремĕш .

Епле хитре , илемлӗ, йӑрӑс ,
Хӗвел шевли пек ҫутӑ , ырӑ .
Утатăн пӗлӗтсем эс тӑрӑх ,
Этем ҫуратнӑ манӑн турӑ.

Сана пуҫҫапӑп виличчен,
Пӗр сӑмахран ман кӗлӗ тӑрӗ :
Тӳпе : ,,Ирина ! "-тейиччен -
Юрличчен ҫӑлтӑрлӑ ун хорӗ.